Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕççи пĕр шайра пымасть

19 мая 2003 г.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Çакна лайăх ăнланса районти хуçалăхсенче çуракине вăхăтра ирттерме тăрăшни курăнать. Тупăшлă ĕçлекен, техника енчен аптраман, вăрлăх çителĕклĕ хуçалăхсенче çурхи ĕçсем уйрăмах кал-кал пыраççĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн специалисчĕсем çураки мĕнле шайра иртнипе интересленсех тăраççĕ. Юнкун управленин тĕп инженерĕ В.Котов тата тĕп зоотехникĕ Г.Романов виçĕ хуçалăхра пулчĕç, çураки ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕç, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе симĕс курăк çине кăларнипе, витесене тасатса тирпей кĕртме пуçăннипе интересленчĕç. Малтанах «Знамя» ялхуçалăх производство кооперативĕнче пултăмăр. Кунта, тÿрех каламалла, çурхи ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Специалистсенчен кашниех хăйĕн ĕçне аван пĕлет. Ир-ирех техника уя тухать. Уйра трактор шавĕ каçченех илтĕнет. Пиçсе çитнĕ çĕрсем çине акма лайăх çанталăкпа усă курса иртнĕ эрнерех тухнă. Çуракине 12 агрегат хутшăнать. Механизаторсем пурте опытлă, акара шанса панă ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Хуçалăхра ĕç дисциплинине çирĕп йĕркеленĕ. Акана тухиччен малтан В.Васильев председатель пуху ирттернĕ, ака-суха планĕпе, ĕçшĕн тÿлемелли йĕркепе паллаштарнă. Ĕççи вăхăтĕнче техникăпа вăй хуракансене хăрушсăрлăх правилисене, ĕç сыхлавĕн йĕркине пăхăнмалли пирки çирĕп асăрхаттарнă. Килĕшÿре акара пурнăçламалли уйрăмах йывăр ĕçшĕн хушса тÿлеме йышăннă. Çапла дисциплинăна пăхăнни ĕç хăвăртлăхне ÿстерет. «Знамя» хуçалăхра çуртрисене - урпапа тулăна - 620 гектар акаççĕ. Выльăх кăшманне пĕлтĕрхинчен кăшт сахалрах акма пăхнă, кăçал ку культура 35 гектар йышăнать. Ăна обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕлĕпех çитернĕ, ытлашши те юлнă пулнă. Çуракинче ĕçченлĕхпе палăракан механизаторсене В.Васильев председатель ятран палăртрĕ. Акă вĕсем - чи маттуррисем, яваплăха туйса ĕçлекеннисем - Валерий Николаев, Александр Алекасндров, Илья Кузьмин, Сергей Андреев - ДТ-75 тракторсемпе вăй хуракансем. Николай Даниловпа Сергей Пырков Т-150 трактор çине кăкарнă КПИ культиваторпа кăпкалатаççĕ. Андриян Иванов, Александр Дмитриев тата Владимир Леонтьев тырă акакансем те ыттисенчен юлмаççĕ. Юрий Иванов кăшман акать. Евгений Зайцев катокпа тăпрана пусăрăнтарать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем енчен хуçалăх йывăрлăх тÿсмест. Вĕсем акана ирттерме çителĕклĕ. Хуçалăхра çĕр пулăхĕшĕн нумай тăрăшаççĕ. Удобрени çулсерен хывнă. Çуракине хутшăнакансем валли вĕри апатне кашни кунах пĕçереççĕ, ăна тÿлевсĕр çитереççĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хуçалăхра симĕс конвеер çине куçарнă ĕнтĕ. Кĕркунне акса хăварнă 70 гектар калча çинче выльăх валли апат çителĕклĕ. Сăвăм ÿсесси те иккĕлентермест. «Маяк» хуçалăхра уйра тракторсем кĕрленине асăрхама май килмерĕ. Техника паркĕнче çеç «хурçă утсем» патĕнче механизаторсене куртăмăр. Çураки ку тăрăхра пуçланман-ши; Э.Данилов агрономпа калаçрăмăр. Чăнах та, халлĕхе акана пĕр трактор та кăларман. Механизаторсем техникăна юсаса та çитереймен-мĕн. Кĕрхи ĕçсем хыççăн вĕсене пырса та тĕкĕнмен-мĕн. Запас пайсем туянма хуçалăх касси чухăнлансах çитнĕ иккен уйкас-кипексен. Хуçалăх куç умĕнчех юхăнса пынишĕн кам айăплă-ши; Пĕрин хыççăн тепри улшăнакан хуçасем-ши; Э.Данилов агроном каланă тăрăх, уйкас-кипексен çĕрĕсем пиçсе çитеймен. Çавăнпа çуракине тухма тăхтаса тăраççĕ-мĕн. Кĕрхи сухана та хуçалăхра пĕтĕмпех вĕçлемен. Техника хуçалăхра кивелсе çитнĕ, ăна хĕллехи вăхăтра юсама шутламан курăнать. Хуçалăхра çуртрисене 300 гектар акса хăварасшăн. Анчах кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур, уйкас-кипексен çĕрĕсем акăнмасăр юлмĕç-ши; Тĕлĕнмелле те, хуçалăх председателĕ çав кун пачах курăнмарĕ. Ăна çурхи ĕçсем пачах интереслентермеççĕ-ши; Хуравне тупаймарăмăр. Юнашар вырнаçнă «Янишево» хуçалăхра та пултăмăр. Кунта çурхи ĕçсем кÿршĕсенни пек чăхăмламаççĕ. Уя тăватă тракторпа тухнă. Çуртрисене 200 гектар акаççĕ, çав шутра тулă 100 гектар, урпа 100 гектар йышăнаççĕ. Çак кунсенче хуçалăхра ĕççине вĕçлеме палăртнă. Ун хыççăн тÿрех çĕрулми лартма тухаççĕ. Вăрлăхне çак кунсенче Красноармейски районĕнчен кÿрсе килесшĕн. Топливо хуçалăхра çитсе пырать, ăна пĕтнĕçсем кÿрсе тăраççĕ. Çураки вăхăтĕнче ĕççыннисене тÿлевсĕр апат çитереççĕ. Любовь Павловапа Алевтина Егорова поварсем механизаторсене тутлă апатпа сăйлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика