Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем сывă пурнăçшăн

04 декабря 2006 г.

Хальхи пурнăçра сывлăхлă пулас тесен кашни çыннăн хăйĕн тăрăшма, обществăна юрăхлă çын пулассишĕн сахал мар кĕрешме тивет. Сывлăхлă пулма ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕренмелле. Малти Ишек вăтам шкул вĕренекненĕсем çакна лайăх ăнланаççĕ, ачасене сывлăха упрама шкул сакки çине ларсанах хăнăхтарма тăрăшаççĕ.

Октябрь уйăхĕнче «Çамрăксем сывă пурнăçшăн» акци старт илнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Малти Ишекри вăтам шкул вĕрентекенĕсем те çак акцирен пăрăнса темерĕç. Уйăх тăршшĕпех шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç: сывлăх урокĕсем, анкетированисем, тренингсем, спорт ăмăртăвĕсем.  Шкулти социаллă педагог Н.Григорьева 8-мĕшпе 10-мĕш класс вĕрентекенĕсемпе «Школа без наркотиков. Миссия выполнима» темăпа тренинг ирттерчĕ. Вăл пуçарнипе çамрăк волонтерсен шкулĕ уçăлчĕ. Чи пĕчĕккисем, кĕçĕн классенче вĕренекенсем - шкул парламенчĕ иртернĕ «Хаваслă старт» ăмăртура тупăшрĕç. Чи вăйлисем, пултаруллисем 4-мĕш класс вĕренекенĕсем пулни палăрчĕ.

Каникула каяс умĕн шкулта сывлăх кунĕ иртрĕ. Програмăра сывлăх урокĕсем, концерт, спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Сывлăх урокĕсенче вĕренекенсем пирĕн çĕр-шывра сывă пурăç йĕркине халалласа ирттернĕ мероприятисемпе паллашрĕç, пирус-эрех сиенĕ пирки калаçрĕç, çамрăк ăрăва интереслентерекенсене пăхса тухрĕç. Уроксем хыççăн ачасем те, вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕсем те, хăнасем те «Эпир сывă пурнăçшăн!» лозунгпа йĕркеленĕ концерта пăхса киленчĕç. Ăна шкул ачисем хатĕрленĕ. Программăра спорт, сывлăх çинчен çырнă сăвăсем, юрăсем, такмаксем, илемлĕ ташăсем пулчĕç.

Концерт хыççăн классем хушшинче волейбол, баскетбол выляса ăмăртрĕç. Спорт ăмăртăвĕсене физкультура вĕрентекенĕ С.Марков тата истори учителĕ А.Иванов йĕркелерĕç.

Вĕрентекенсем те хăйсен вĕрентекенĕсенчен юлас темерĕç. Вĕсем те ăмăртăва хутшăнчĕç. Аслă классенче пĕлÿ пухакан хĕрсен команди учительсен командипе пионербол выляса тупăшрĕ. Ачасем спотрпа туслă пулни  тÿрех палăрчĕ: вĕсем çак тупăшура вăйлăрах пулчĕç.

Шкул библиотекинче «Эпир сывă пурнăçшăн!» лозунгпа  кĕнекесен выставкине Н.Григорьева йĕркеленĕ.

Çамрăк ăрăва тĕрĕс çулпа кайма Малти Ишекри шкулта вĕрентессишĕн тăрăшаççĕ, ку тĕлĕшпе плана кĕртнĕ ыйтусене малала пурнăçласа пырĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика