11 ноября 2006 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕнче çак ыйту каллех çивĕч тухса тăчĕ. Иртнĕ пухура та çĕкленĕччĕ ăна – ятарлă комисси хула-ял поселенийĕсенче ирттернĕ тĕрĕслеве тишкернĕччĕ, харпăр-хăйне шаннă территорире тирпей-илем кĕртменшĕн чылай поселени пуçлăхне «пĕçерккĕ» те лекнĕччĕ. Унтанпа вăхăт та сахал мар иртрĕ, анчах тасалăхпа çийĕнчех кĕрешме мĕнпур зал умĕнче тупа тунă хăш-пĕр ертÿçĕн çак çитменлĕхсемшĕнех каллех пичĕсене хĕретме тиврĕ.
Район администрацийĕ çумĕнчи комиссин черетлĕ ĕçлĕ «çул çÿревĕ» тăрăх йĕркеленĕ слайдсем каллех эпир тасамарлăхра çăрăлнине кăтартса памаççĕ-ши; Пластмасс бутылкăсем, эрех-сăра кĕленчисем, целлофан пакетсем, çĕтĕк-çатăк... - мĕн кăна çук-ши, акă, Пăртас ял поселенийĕн çулĕсем айăккинче, яла пырса кĕнĕ çĕрте; Урамсенче те çак ÿкерчĕкех. Ял поселенийĕн администраци туалечĕ хыçĕнче йĕркеленĕ свалка вара – чăннипех те чыссăрлăх, кунта тĕрлĕ ăпăр-тапăр, бутылкăсем илемсĕррĕн сапаланса выртаççĕ. Çакăн хыççăн ку тăрăхри ялсен урамĕсенче хуçасем пек сарăлсаа выртакан йывăçсенчен, строительство материалĕсенчен, чылай кил умне таса мар шывсене, çĕрулми-купăста хупписене тухса тăкнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар пулĕ.
Кунта кăна мар, çитменлĕхсене Ершепуç, Упнер, Кĕçĕн Кипек, Шĕнер тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче те тĕппипе пĕтермен.
Паллах, ял-поселок илемĕ кашни çын хăй вырăнĕнче – килте е хваттерте, çурт умĕнче е урамра, ĕçре тасалăхшăн еплерех тăрăшнинчен килет. Пирĕн халăхăн вара... Урамсем тăрăх такăнмасăр иртеймĕн: хăма татăкĕсем, пĕренесем, ванчăк кирпĕчсем, тимĕр-тăмăр çула пÿлеççĕ. Пуçтарма мар, килте мĕн ытлашши веçех тĕнче умне кăларса пăрахаççĕ. Ăнланмалла, çÿп-çап купи йĕркелекен кашни çын хыççăн тасатса пĕтереймĕн. Анчах вĕсене ăпăр-тапăра урама тăкма юраманнине ăнлантарма пулатех ĕнтĕ. Сăмахпа илменнисене, кирлех пулсан, явап та тыттарма пулать. Общество инфраструктурин тирпей-илемĕ уншăн яваплă çынсен тимлĕхĕнчен тÿрремĕнех килет-çке. Мĕншĕн иртнĕ лару хыççăн Вăрманкас ял тăрăхĕнче çитменлĕхсене пĕтерме май тупнă, Пăртас ял поселенийĕнче вара малтанхи ÿкерчĕкех; Мĕншĕн Уйкас Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ халăхпа ăнланса ĕçлет, чылайăшĕн вара çакнашкал пуçарулăх та çаврăнăçулăх та çук; Шел, çивĕч ыйту пайтах.
«Айăпа» кĕнĕ пуçлăхсен ăнлантару сăмахĕсем тăрăх, тасамарлăхпа кĕрешесси ытти ĕçсемпе танах малта тăрать. Пăртас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Петров çÿп-çап куписем йĕркеленинурамсенче çулсем япăх пулнипе çыхăнтарчĕ. Çул айăккисене те виçĕ хутчен тĕрĕсленĕ иккен, анчах ăпăр-тапăр темшĕн вĕсен куç тĕлне пулман-çке;..
Мăн Явăш ял поселенийĕнче кăçал тавралăха симĕслентерессипе чылай ĕçленĕ, шкулăн çĕнĕ стадионĕ çывăхне йывăçсем лартса хăварнă. Анчах ялсен сăнне тирпей-илем кĕртессипе кунта та çитменлĕхсем çук мар. Ял пуçлăхĕ С.Гурьев сăмахĕсенчен тасамарлăхшăн кăçал пĕтĕмпе 17 предписани çырнă. Нумайăшĕ хушнине тунă, «хыт хăлхаллă» виçĕ çынна вара асăрхаттару та ним те мар иккен.
Шĕнер Ишек ял поселени пуçлăхне те иртнинче ят тивнĕччĕ. В.Романов каланă тăрăх, çитменлĕхсене пĕтерме май килнĕ. Администраци енчен тăватă çынна, пушар хурал органĕсем пĕр çынна предписани тăратнă. «Çÿп-çапа ниçта хума çук. Çынсем ăна çунтарса е çĕр айне чавса чикесшĕн мар»,- тÿрремĕнех пĕлтерчĕ вăл. Паллах, ку тивĕçлĕ хурав мар - тен, çÿп-çап валли ятарлă вырăн уйăрмалла...
Пĕтĕмлетÿ мĕн калать-ха; - паян пирĕн урамсенче чуна ыраттаракан «шăйрăксем» çителĕклех. Эппин, пуçлăхсен кăна мар, халăхăн та йĕри-тавра çаврăнса пăхмаллах. Хамăр пурăнакан вырăна хамăрăнах йĕркене кĕртмелле-çке...Источник: "Çĕнтерÿ çуле"