Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунлăха сыхласси - яваплă ĕç

11 ноября 2006 г.

Шалти ĕçсен районти пайĕн ĕçĕ-хĕлĕ РФ Шалти ĕçсен министерствин Директиви йĕрке хуралçисем умне тăратнă ыйтусене, преступностьпе кĕрешессине ÿстерессие йышăннă комплекслă мерăсене пурнăçа кĕртессине тĕпе хурса йĕркеленсе пырать. Çавăн пекех терроризмла актсене асăрхаттрассипе, преступленилле ĕçсене йĕркеленсе пырать. Çавăн пекех терроризмла актсене асăрхатарассипе, преступленилле ĕçсе йĕркеленсе тунине, коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе, экономикăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерет.

Хăйсен профессилле уявĕ – Милици кунĕ – умĕн коллектив вунă уйăхри ĕç-хĕле тишкерчĕ. Паянхи кăткăс, криминаллă лару-тăрура республикăра та, çав шутра районта та преступленилле ĕçсем тăвасси вĕçĕмех ÿссе пырать. Пурнăç условийĕсем япăхланни ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни тата ытти йышши сăлтавсем çынсене киревсĕр çул çине тăма хистеççĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, кăçалхи январь – октябрь уйăхĕсенче районта 596 преступление регистрациленĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку кăтарту 91,8 процент чухлĕ ÿснĕ. Çав шутран криминаллă милици енĕпе – 166, обществăлла хăрушсăрлăх енĕпе – 430. Преступленисен шучĕ ÿсни ют пурлăха çаратнă, экономика енĕпе саккуна пăснă тĕслĕхсем нумайланнипе çыхăннă. Кăçал ют пурлăха вăрланă 316 преступлени шута илнĕ, çавăн пекех хваттерсене çаратнă, тĕслĕ металсене, выльăх-чĕрлĕхе, сотовой телефонсем вăрланă тĕслĕхсен шучĕ пĕлтĕрхинчен ытларах пулнă.

Çын пурнăçĕ хакра мар, вăхăт теме пулать халĕ. Этем ятне тивĕçлĕ мар ирсĕрсем тепĕр çын çине ним шутламасăрах алă ĕклеççĕ е мăшкăласа вĕлереççĕ е хĕç-пăшалпа хирĕç трăраççĕ, урăхла каласан, пĕр шелсĕрех çын пурнăçне çапса хуçаççĕ. Ку тĕлĕшпе районта лару-тăру лайăх енне улшăннине палăртас килет – уйрăмах йывăр (33,3 процент) тата йывăр (1,9 процент) преступленисен шучĕ чакни, каламасăрах паллă, питĕ савăнтарать. Район территорийĕнче кăçал хурахла тапăннă, хăратса укçа ыйтнă тĕслĕхсем пачах çырăнман.

Раççейри обществăлла политика лару-тăрăвне кура шалти ĕçсен районти пайĕн сотрудникĕсем, терроризмла актсем пулассине асăрхаттарма тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеçĕ, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарас, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕллевпе профилактика ĕçне тĕплĕ те çирĕп пурнăçласа пыраççĕ – ятарлă операцисемпе рейдсем вăхăтра та эффективлă ирттереççĕ. ЧР Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕсем пурте пĕр сăмахсăрах пурнăçа кĕреççĕ. Çавна пулах коллектив ĕç-хĕлĕнче ÿсĕмсем те курăмлă.

Преступленилле ĕçсене çийĕнчех уçса парасси, айăплисене хăвăрт тупса палăртса кирлĕ пек явап тыттарасси те тĕп вырăнта шалти ĕçсен районти пайĕнче тимлекенсемшĕн. Çавна май кашниех яваплăх туйса тимлет, хăй умĕнчи тĕллевсене чыслăн пурнăçлать. Акă пĕр кăтарту кăна. Вунă уйăхра пулса иртнĕ уйрăмах йывăр преступленисене, çын вĕлернĕ, çын сывлăхне йывăр е вăтам йывăр сиен кÿнĕ тĕслĕхсене пурне те вăраха ямасăр уçса панă. Экономика сферинчи преступлени тăвакансене вăхăтра тупса палăртасси, явап тыттарасси те 47,6 процент чухлĕ ÿснĕ, тăкаксене те чылайрах саплаштарнă.

Право йĕркисене уямасăр киревсĕр ĕçсем тăвакансене вĕри йĕрпе» çулса илсе саккун аллине парасси уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Кăçалхи январь – октябрь уйăхĕсенче паллă мар лару-тăрура тунă 387 преступленирен 255-ĕшне пĕр дежурнăй талăкра уçса панă. Административлă правăна пăсакансенчен те çирĕпрех ыйтма тытăннă.

Пĕтĕмлетсе каласан, шалти ĕçсен районти пайĕ коллективĕ хăйсен тивĕçĕ  саккунлăха сыхласси - кăткăс та йывăр ĕç пулнине питĕ лайăх ăнланать. Çапах та вĕсем çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр кунсеренех, сехетсерен йĕрке хуралĕнче тăраççĕ. Çавна май мĕнпур сотрудникĕ, ветерансене çывхарса килекен профессилĕ уявĕ – Милици кунĕ – ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çăмăл мар службăра ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх, çирĕплĕх те иксĕлми вăй-хал, çемйĕрсенче телей сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика