Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕркунне чыслаççĕ хресчене хакласа унăн ĕçне-хĕлне

11 ноября 2006 г.

Акă тата тепĕр ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленчĕ. Çак тапхăрта ĕç çынни мĕнле çитĕнÿсемпе ÿсĕмсем тума пултарчĕ-ха; Кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен уявĕ иртрĕ.

Чăваш ен – аграри республики. Апла, агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывни район экономикине çирĕплетмелли тĕп çăлкуçсенчен пĕри пулса тăрать. Кăçал çанталăк йĕпе-сапаллă тăчĕ пулин те çĕр ĕçченĕ акнă-лартнă культурăсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса пĕтĕм вăя пачĕ. Иртен пуçласа каçчен хура тар тăкни харама каймарĕ – ял хуçалăх çулталăкĕ вăрнарсемшĕн ăнăçлă вĕçленчĕ.

- Хаклă ĕçченсем! Паянхи професси уявне эсир лайăх кăтартусемпе кĕтсе илетĕр. Кашни çулах умри тĕллевсене пурнăçлама хăвăр вăй-хала шеллеместĕр. Сире пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп – терĕ район пуçлăхĕ А.Кузьмин.

Ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленность предприятийĕсен тăхăр уйăхри ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов докладпа тухса калаçрĕ.

Ку çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12985 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ, 27 пин тонна ытла кĕлете кĕнĕ. Вăтам тухăç 20,8 центнерпа танлашнă. Хăш-пĕр хуçалăхсенче уй-хир ылтăнне кашни гектартан тата ытларах пухса илнĕ: «Санар» агрофирмăра 36,7 центнер, «Победăра» 33,2, «Хорнзорта» 32,7 центнер. Кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 1281 гектар çинче çитĕнтернĕ. Çак лаптăкран çĕр улми 24344 тонна тухнă. Гектарти тухăç - 190 центнер. Агротехникăна пăхăнса ĕçлекен, паха вăрлăх кăна акакан, тăпра пулăхлăхне çуллен ÿстерсе пыракан хуçалăхсенче кăтарту тата пысăк. Акă, хипуçсем çĕр улми кашни гектартан вăтамран 311 центнер, мăратсем 304 центнер, санарпуçсем 291,5 центнер пуçтарса илнĕ.

Ÿсен-тăран отраслĕнче кăтартусем иртнĕ çулхинчен пысăк пулсан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре лару-тăру урăхларах. Районĕпе илсен мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ тăхăр уйăхра 6858 шутланнă, пĕлтĕр – 7096. МТС «Яушинче» ĕне выльăх йышĕ иртнĕ çултан 21 процент, ял хуçалăх техникумĕнче 22,5, «Знамя трудара» 59, «Правдăра» 82 процент сахалланнă. çавна пула ку тапхăра аш туса илесси те чакнă. - Раççей Президенчĕ палăртнă «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Унсăрăн малалла аталанма та йывăр. Аш-пăш, сĕт ытларах туса илсен хуçалăх кассине укçа-тенкĕ ытларах пырса кĕнĕ. Çакна малта пыракан ял хуçалăх производство предприятийĕсем витĕрех кураççĕ,- терĕ Сергей Владимиров. - Ĕне выльăх йышне, Сăмахран, «Янгорчино» тата Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче 5 процент, «Победăра» 6, «Хорнзорта» 8, «Кольцовка» агрофирмăра 43 процент ÿстернĕ. Тăхăр уйăхри кăтартусем тăрăх, акă, çĕрпелсем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 897 центнер сĕт, 68,4 центнер аш туса илнĕ...

Сысна ĕрчетессипе аш-какай комбиначĕ тупăшлă ĕçлет. Предприятин хушма хуçалăхĕнче сыснасен йышĕ 11020 пуçа çитнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 41 процент пысăкрах. Унсăр пуçне мăйракаллă шултра выльăх 900 пуç тытаççĕ. Аш-какай комбинатĕнче талăкра вунă тонна аш-пăш тирпейлеççĕ. Предприяти тăхăр уйăхра 211 миллион тенкĕлĕх продукци кăларнă. Производство калăпăшĕ пĕлтĕрхинчен 1,5 хут ÿснĕ.

Çултан çул кивĕ техникăн тухăçлă – парне, энергие перекетлекен, пĕр вăхăтрах темиçе тĕрлĕ ĕç тума пултараннисемпе çĕнетмелле. Ял хуçалăх предприятийĕсем лизингпа, кредитпа тата хăйсен вăйĕпе 2006 çулта пурĕ 30 миллион тенкĕлĕх техника туяннă.

Уява пухăннисене ăшă сăмахсем каласа Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев республикăри агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансем тăхăр уйăхра мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕ, вăрнарсене уйрăмах ÿсен тăран отраслĕнче ĕçченлĕхпе хастарлăх, пуçарулăх кăтартнăшăн ырларĕ.

- Тĕш тырăсен тата çĕр улмин гектарти тухăçĕ республикăра 19,2 тата 185 центнер пулсан сирĕн кăтартусем чылай пысăк,- терĕ министр.

М.Игнатьев «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме тытăнни чылай хуçалăхшăн усăллă пулнине палăртрĕ. Акă, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ бизнес-проект хатĕрлесе 50 миллион кредит илнĕ. Укçа-тенке вăл сысна комплексне çĕнетсе юсас ĕçе хывнă. Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев комбинатăн генеральнăй директорне Ю.Попова укçапа пĕр пус юлмиччен тĕллевлĕ усă курнăшăн мухтарĕ, ертÿçĕн ĕçне питĕ лайăх паллăпа хакларĕ.

Ĕçрен хăраман ăста пулнă теççĕ. Шăпах çакăн пек çынсене пула производство ÿссе пырать. Ертÿçĕрен вара предприяти-организаци мĕнле çул çине тăрасси килет. Савăнăçлă лару-тăрура ял хуçалăх министрĕ ял хуçалăхне аталантарнă ç-ĕре пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Янгорчино» кооперативăн ертÿçине Геннадий Васильевич Романова «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пакрса чысларĕ. «Хорнзор» ял хуçалăх производствăн кооперативĕн председателĕ Федор Григорьевич Кузьмин тата райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Зоя Андреевна Игнатьева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп Грмаотине тивĕçрĕç.

Çавăн пекех нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕленĕшĕн тата агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн «Санары» агрофирмăн генеральнăй директорне Роберт Игнатьевич Петрова, вăрнарти типĕ сĕт завочĕн генеральнăй директорĕн производство енĕпе ĕçлекен заместительне Людмила Вячеславовна Иванована тата лаборатори пуçлăхне Людмила Павловна Федорована, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн тĕп инженерне Сергей Михайлович Афанасьева, «Искра» хуçалăхри пăру пăхакана Ровенна Михайловна Никифорована, «Броневик» хуçалăхăн механизаторне Юрий Николаевич Сорокина, аш-какай комбиначĕн механик цехĕн механизаторне Юрий Николаевич Васильева тата кунта вăй хуракан Николай Савельевич Егоров водителе Чăваш Республикин Ял хуçалăх Министерствин Хисеп Грамотипе чысларĕç.

Кил-çурт çавăрсан – ял малашлăхĕ уçă. Федерацин «Яла 2010 çулччен социаллă аталантарасси» тĕллевлĕ программипе килĕшÿлĕн тĕрлĕ сферăра тимлекен вунă çын яллă тăрăхра çурт лартма укçа-тенкĕ тени çинчен свидетельствăсем илчĕç. Вĕсен ĕмĕт-тĕллевĕ çывăх вăхăтра тинех пурнăçланĕ.

Залра ларакансене уяв ячĕпе Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин районти уйрăмĕн заведующийĕ И.Кошкина, «Санары» агрофирмăн ертÿçи Р.Игнатьев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç, хăйсемпе тачă çыхăну тытакан предприяти-организацисене парнесем пачĕç.

Хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçлакансем яланах хисепре. Ĕçлĕ, ăмăртура мала тухнăшăн агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене, ĕç коллективĕсене, уйрăм çынсене район администрацийĕн Дипломĕпе, Хисеп грамотипе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Çавăн пек тăрăшуллă ĕçлекенсене те палăртрĕç.

Юлашкинчен ĕç çыннисем Шупашкартан килнĕ артистсен пысăк концертне курса савăнчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика