Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв тĕлне – парне

11 ноября 2006 г.

Вăрманкас тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн ноябрĕн 4-мĕшĕ халăх пĕрлĕхĕн уявĕ пулнипе кăна мар, Вăрманкасра тĕслĕх библиотека уçăлнипе те асра юлчĕ. Ял çыннисен савăнăçне çак кун сумлă хăнасем - район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Л.Анисимова, «Шанс» тулли мар яваплă общество ертÿçи, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.Михайлов, социаллă аталану пайĕн специалисчĕ Г.Харитонова, «Хлебороб» тулли мар яваплă общество ертÿçи Н.Юркин, районти тĕп библиотека директорĕ Л.Маркова тата ыттисем те - пайларĕç.

Ăна уçнă çĕре культура ĕçченĕсем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ял çыннисем йышлăн хутшăнчĕç. Библиотекăн вулав залĕпе кĕнекесем упрамалли пÿлĕмне тĕпрен юсанă, сĕтел-пукансене, стеллажсене сăрласа илемлетнĕ. Пÿлĕм тулли лартса тухнă чечексем те кăмăла çĕклеççĕ. Культура çурчĕн аялти хутне те сăрласа илемлетнĕ. Уява пухăннисем «Тăван ялăмăр ĕнер тата паян», «Вĕсем – пирĕн орденоносец-воинсем» фотовыставкăсемпе, шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенĕсен ал ĕçĕсен, «Ылтăн кĕркунне - çимĕçĕсем» куравĕсемпе паллашрĕç. Вулав залĕн пĕр кĕтесне чăвашсем ĕлĕк усă курнă япаласене вырнаçтарнă: кушел, пурак, чÿлмек, алтăр, пир вырăнĕ, кăшкар, хултăрчă, кĕсле, чăваш хĕрĕн, хĕрарăмĕн, арçынсен ĕлĕкхи тĕрĕллĕ кĕписем, шупăр, сурпан, масмак тата ытти те. Ачасене кăна мар, аслисене те интереслентерет чăвашсен кил-тĕрĕшре усă курнă савăт-сапа, кĕпе-тумтир...

Библиотека уяв тĕлне кĕнеке выставкисем чылай йĕркеленĕ. Малтанах библиотека ертÿçи Любовь Семеновна Чудакова сăмах илчĕ, уяв ячĕпе саламларĕ, кĕскен ял тата библиотека кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Малашне Вăрманкас библиотеки чăн-чăн информаци центрĕ пулса тăрĕ»,- терĕ вăл. Чăваш Республикин Культура Министерстви библиотекăна компьютерпа, принтерпа, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорпа, сканерпа, аудио-видео аппаратурăпа, компакт-дисксемпе тивĕçтернĕ.

Кĕнеке фончĕ кунта 9 пине яхăн, халĕ модельлĕ библиотека уçнă май, вăл тата пуянланчĕ. Вăрманкас библиотеки ялан ырă тĕслĕхре пулнă, çĕннине шырасси, халăха килĕшекен мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăтартуллă ĕçленĕшĕн библиотекăна та, унăн ертÿçине Л.Чудаковăна та темиçе хутчен те Министерствăн Дипломĕсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В.Павлов Мăньял Хапăсри культура çуртне газ кĕртсе унта та тĕслĕх библиотеки уçассине пĕлтерчĕ. Газ кăмакине туянма «Шанс» ертÿçи В.Михайлов шантарни пурне те савăнтарчĕ.

Эпĕ хам 24 çул ял библиотекин ертÿçинче ĕçленĕ май, библиотекăн кун-çулĕнчи тĕрлĕ тапхăрĕ çинчен, вăл мĕнле йĕркеленсе кайни çинчен каласа патăм. Сăмах май каласан, ял библиотекин Вăрманкас клубĕнче 1953 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче йĕркеленсе кайнă. Пĕрремĕш библиотекарь М.Иванова пулнă, вăл 1953-1955 çулсенче ĕçленĕ. Мана 1955-1979 çулсенче партком секретарьне суйличчен ĕçлеме тÿр килчĕ. 1967 çултанпа 39 çул ĕнтĕ библиотека çак пысăк та çутă керменте ĕçлет. Эпир библиотекăра ĕçленĕ вăхăтра Интернет çыхăнăвĕ е электронлă каталог çинчен ĕмĕтленме те пултарайман.

Халĕ библиотекăна чăн-чăн медотикăпа-наука центрĕ тесен те йăнăш пулас çук. Хăйсене çакнашкал пысăк парне туса панăшăн ял çыннисем Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова, район администрацийĕн пуçлăхне А.И.Кузьмина тав турĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика