11 ноября 2006 г.
Паянхи кун çынсен яваплăх туйăмĕ ÿссе пыни сисĕнет. Вĕсем тимлĕрех пулма тăрăшаççĕ. Çапах та пушар тухас хăрушлăх çав-çавах çивĕч ыйту. Пушар хăрушсăрлăхĕн нормисем пуриншĕн те саккун мар.
Кăçалхи 10 уйăхра районта вут-çулăм 53 хутчен алхаснă. Вĕсенче 8 çын пурнăçран уйрăлнă, çав шутра – икĕ ача.
11 тĕслĕхре пушар кăмакасене хутнă чух хăрушсăрлăх нормисене пăхăнманран, саккăрĕшĕнче - çулăмпа асăрханусăр пулнăран, пĕри газ приборĕсене ĕçлеттернĕ чух правилăсене уяманран тухнă. Юриех чĕртсе янипе – ултă, ачасем шăрпăкпа вылянăран – сакăр, чĕлĕм туртнă чух асăрханулăх çинчен маннăран пĕр хутчен «хĕрлĕ автан» авăтнă. Тăватă пушарăн сăлтавĕ – электропроводсенчи кĕске замыкани, вунвиççĕшĕн – электрооборудование ĕçлеттернĕ чух хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни. Ытти сăлтава пула вут-кăвар пĕр хутчен тухнă.
Ан манăр, сирĕн кил-çурт сыхлăхĕ сирĕн алăра.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"