11 ноября 2006 г.
Пăртасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11-мĕш классем хушшинче «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» викторина иртрĕ. Конкурса социаллă педагог – Ираида Федоровна Иванова – йĕркелерĕ. Вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланчĕç: «Сывлăх кĕрешÿçисем» - Ольга Иванова, Евгений Иванов, Татьяна Порфирьева* «Сывă ачасем» - Ольга Краснова, Ольга Кузнецова, Людмила Гладун. Викторина виçĕ туртан тăчĕ: пирус сиенĕ, эрех-сăра сиенĕ, СПИД тата наркомани. Людмила Кузнецовапа Кристина Грибова ертÿçĕсем панă ыйтусене ачасем ăмăртмалла хуравларĕç. Кашниех мала тухма тăрăшрĕ.
Чи интереслĕ самант плакатсемпе паллаштарни пулчĕ. Вĕренекенсем унта мĕн ÿкернине тата мĕншĕнне питĕ кулăшла каласа парса ăнлантарчĕç. Жюри членĕсем те, ачасем хăйсем те куççуль тухичченех кулчĕç. Жюри членĕсем пĕтĕмлетÿ тунă вăхăтра тепĕр кулăшла конкурс иртрĕ – кам нумайрах пирус ячĕсене пĕлет; Анчах ăна урăхларах майпа хакларĕç. Хăш ушкăн сахалтарах ят çырнă - çавă çĕнтерÿçĕ.
Пĕтĕмĕшле викторина питĕ интереслĕ иртрĕ, пурне те килĕшрĕ. «Сывлăх кĕрешÿçисем» 119 балл пухса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. «Сывă ачасем» 91,5 балл пухрĕç. Анчах пĕр вĕренекен те кăмăлсăр юлмарĕ. Кашниех пĕчĕк парнесене тивĕçрĕ.
Пурте çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: ачасене сиенлĕ йăласем çинчен асăрхаттарсах тăмалла. Пирус туртни, эрех-сăра ĕçни, наркотиксемпе айкашни пĕтĕм организма сиен кÿрет. Вĕсене пула чĕре, ÿпке, вар-хырăм чирĕсем пуçланаççĕ. Çавăнпа та сывлăха ачаранах упрамалла.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"