11 ноября 2006 г.
Çакна районти çăмăл атлетикăн чăн-чăн тусĕсем тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Иртнĕ кĕçнерни кун Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ача-пăча спорт шкулĕн çăмăл атлетика манежĕнче республикăри предприяти-организацисенче, агропромышленность учрежденийĕсенче вăй хуракансем хушшинче иртнĕ спартакиадăра вĕсем каллех çĕнтерÿçĕ Кубокне выляса илчĕç.
Галина Павлова, Людмила Игнатьева, Эльвира Чугунова, Надежда Лаврентьева, Андрей Иванов, Андрей Семенов, Александр Емельянов, Сергей Политов – акă вĕсем районĕн мухтавĕ, унăн ят-сумне çÿле çĕклекенсем, çĕнтерÿсен енчĕкне медальсемпе хулăмлатакансем.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"