Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубока алăран вĕçертмерĕç

11 ноября 2006 г.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илессишĕн виççĕмĕш хут йĕркеленĕ турнир малтанхи çулсенчен ытларах – пĕтĕмпе вуннă – команда пуçтарчĕ. Волейболла выляса районта мала тухассишĕн шалти ĕçсен районти пайĕн, «Вăрнармежрайгаз» филиалăн, район администрацийĕн, ял хуçалăх техникумĕн икĕ, Çĕрпел тата Ершепуç ял поселенийĕсен, Туçи Çармăс тата Малти Ишек ялĕсен, 29-мĕш професси училищин командисем тупăшрĕç.

29-мĕш професси училищин тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн спорт залĕсенче иртнĕ çивĕч те кăсăклă тĕп вăйăсенче тивĕçлĕ çĕнтерÿпе финала район администрацийĕн, ял хуçалăх техникумĕн, газовиксемпе йĕрке хуралçисен командисем тухрĕç.

Финала чи вăйлисем хутшăнма тивĕçнĕрен, вăл пушшех хĕрÿ иртесси малтанах паллă пулчĕ. Тÿрех каламалла, ку командăсем харпăр-хăй сферинче республикăри ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕсем пулнă. Сăнанăран: район первенствисенче те кашнинче тенĕ пекех, çĕнтерÿллĕ вырăнсене вĕсемех пайлаççĕ.

Район хаçачĕн кубокĕшĕн тупăшакан финал вара чăнахах тыткăнларĕ. Профессионаллĕ, техникăна пăхăнса выляни çеç мар, волейболистсем кашни партие çĕнтерес туйăмпа пуçлани тÿрех курăнчĕ. Финалри вăйăсене пилĕк партирен йĕркелени те вĕсен кăмăл-туйăмне пусармарĕ.

Çапла хĕрÿ те çивĕч турнир чи вăйлисене палăртрĕ. Газовиксем кăçал та Кубока хăйсенче хăварма пултарчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – район администрацийĕн команди, виççĕмĕш вырăнта пĕлтĕрхи пекех – йĕрке хуралçисем.

Ял хуçалăх техникумĕн çамрăк волейболисчĕсем те япăх мар вылярĕç. Шалти ĕçсен районти пайĕн командине виççĕмĕш вырăншăн кĕрешекен вăйăра пĕр вăхăт вĕсем çĕнтерес шанăç та пурччĕ, анчах йĕрке хуралçисем пуçтарăнах выляни пĕтĕмлетÿ тума май пачĕ те.

Çĕнтерÿçĕсем издательство çурчĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çавăн пекех вĕсем 2007 çулхи пĕрремĕш çурринче район хаçатне тÿлевсĕр илсе тăрĕç.

Çак кунсенче пĕр вăхăтрах район чемпионачĕ иртнĕрен, волейболистсене район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Политов та саламларĕ, Хисеп грамотисемпе, укçан парнепе чысларĕ.

Паян-ыран вара район хаçачĕн куçса çÿрекен Кубокĕшĕн хĕрарăмсен командисем тупăшĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика