Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăлăх çулĕпе

08 ноября 2006 г.

Ачасенче лидер пахалăхĕсене, пуçарулăха аталантарас тĕллевпе Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче «Ырăлăх çулĕпе» район активĕн вĕренĕвĕ иртрĕ. Унта районти 22 шкулти чи активлă 80 вĕренекен хутшăнчĕ. Чи малтанах ачасем «Азамат» организацин кăçалхи вĕренÿ çулхи ĕç программипе паллашрĕç. Ку оганизацие ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогĕ Светлана Ивановна Иванова ертсе пырать.

Паллашу хыççăн вăйă пуçланчĕ. Шухăшлава аталантарас, калаçăва лайăхлатас, коллектив йĕркелеме хăнăхтарас тĕллевпе «Иванов, Петров, Сидоров» вăйăсен ярăмĕ иртрĕ. Вĕренекенсем «Пралукран - çĕршыв», «Тĕпелти оборудовани» конкурссенче хăйсен пултарулăхне тата ăсталăхне кăтартрĕç, «Пушă тата пĕремĕк» вăйăра йывăр лару-тăрура çухалса кайманнине, йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнине çирĕплетрĕç. Ачасем пралукран тĕрлĕ предметсем, карточкăсемпе скерпкăсенчен тата кăранташран тĕпелте кирлĕ оборудовани ăсталаса вĕсене рекламăларĕç.

Тĕрлĕ шкулсенчи лидерсем хушшинче «Ĕç тĕрĕслевĕ» конкурс иртрĕ. Вĕсем хăйсене чăн-чăн ертÿçĕсем пек хастар кăтартрĕç, кăсăклă шухăшсем сĕнчĕç, ăнкарулăхпа савăнтарчĕç.

Вĕренÿ пĕтĕмлетĕвĕсене кура, лидерсем «Ырăлăх çулĕпе» район программине пурнăçа кĕртме пур вăя хурса тăрăшасса шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика