Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркуннехи ĕç хакĕ кĕркунне курăнать

25 октября 2006 г.

Сар хĕвелĕн ăшшипе пиçнĕ тыр-пула, çĕр-аннемĕрĕн сĕткенĕпе çитĕннĕ çĕр улмие, хĕрлĕ кăшмана, апатлăх тымар çимĕçсене пуçтарса кĕртнĕренпе уй-хирте пуш-пушах. Куç тĕлне хура çĕр лаптăкĕсем кăна лекеççĕ пулин те, умри ÿкерчĕк ĕç çынни ял хуçалăх культурисене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртес тĕлĕшпе пĕтĕм вăя панине кăтартса парать.

«Иккĕмĕш çăкăр» уйрăмах «Победа», Карл Маркс, «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата «Санар» агрофирмăра ăнса çитĕннĕ. Кунта тухăç 200 центнертан иртнĕ. Хирпуçсем вара çĕр улмие вăтамран 311 центнер пухса илнĕ. «Мураты», «Хлебороб», МТС «Яуши», «Родина», «Агрохмель», «Броневик» хуçалăхсенче, «Знамя», «Кольцовкăпа» «Вурнарская» агрофирмăсенче çĕр улми 199-110 центнер тухăç панă. Анчах та «Родина», «Знамя труда», МТС «Яуши», «Правда», «Гвардеец», «Родина», «МТС» хуçалăхсенче уй-хир пуянлăхне гектар пуçне 100 центнер та илеймен. Районĕпе илсен «иккĕмĕш çăкăрăн» вăтам тухăçĕ – 177,3 центнер.

Выльăхăн тутлăхлă апачĕ хранилищĕсене 1583 тонна кĕнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 1452 тонна пĕчĕкрех . Çакă вăл хуçалăхсенче апатлăх тымарçимĕçсене кăçал (58 гектар) иртнĕ çулхинчен (185 гектар) сахалтарах акнипе те çыхăннă. «Янгорчино» кооперативра тымарçимĕçсене 9 гектар çитĕнтернĕ. Тухăç кунта чи пысăкки – 600 центнер. «Победăра» гектар пуçне 576, «Хорнзорта» 360, «Гвардеецра» 174,7, «Мураты» кооперативра 158,5 центнер илнĕ.

Хĕрлĕ кăшман çĕрпелсен (тухăç - 400 центнер), хурăнсурсен (250) ăнса çитĕннĕ. Районĕпе илсен çак ял хуçалăх культурин вăтам тухăçĕ 192,7 центнерпа танлашнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика