Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă

15 мая 2003 г.

Уравăшра пурăннă Василий Васильевич Кудрявцев Аслă Отечественнăй вăрçа виçĕ ывăлне ăсатнă. Вĕсем пурте Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнĕ. Кудрявцев Георгий Васильевич ĕçпе вăрçă ветеранĕ 1922 çулта Уравăш салинче хресчен çемйинче çуралнă. 1941 çулта Çĕрпÿ хулинчи медицина техникумне пĕтерсен, фельдшер дипломне алла илсен ăна çара илсе кайнă. Г.В.Кудрявцев фронта лекнĕ. 1942 çулта аманнă, госпитальте сывалнă хыççăн тăван яла таврăннă. Пĕр хушă ялти вăтам шкулта çар ĕçне вĕрентсе пурăннă, унтан Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. 60-мĕш çулсенче Нурăс салинчи больницăра тĕп врач пулса ĕçленĕ, унтан Çĕнĕ Шупашкарта врач-хирургра вăй хунă. Анчах унăн сарăмсăр вилмелле килсе тухрĕ. Георгий Васильевич I степень Отечественнăй вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие хÿтĕленĕшĕн» медале тата ытти юбилей наградисене илме тивĕç пулнă. Василий Васильевичăн тепĕр ывăлĕ Николай Васильевич 1924 çулта çуралнă, 1944 çулта фронта тухса кайнă. 1945 çулта çартан таврăннă, Шупашкар районĕнчи Салапайкасси ялĕнче чылай çул ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçленĕ. 1984 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Н.В.Кудрявцева II степень Отечественнăй вăрçă орденĕ, медальсем панă. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей Васильевич Кудрявцев ĕçпе вăрçă ветеранĕ те 1926 çулта Уравăшрах çуралса ÿснĕ. Япони самурайĕсене хирĕç пынă вăрçа хутшăннă. Кĕперсем хывакан инженерсен 47-мĕш уйрăм батальонĕнче çапăçнă. С.В.Кудрявцев Чулхулари чукун çул çинче стрелочникра, дежурнăйра, кассирта ĕçленĕ. 1992 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Сергей Васильевич паян та маттур-ха. Вăл мăшăрĕпе Вера Ивановнапа килти хуçалăха тытса пырать. Сергей Васильевичăн та наградăсем нумай. Асăннă ĕçпе вăрçă ветеранĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, вĕсем мирлĕ пурнăçшăн çапăçнă, хăйсен сывлăхне, вăй-халне шеллемен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика