Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Газ вăл - ырлăх

15 мая 2003 г.

Ял çыннисен килĕсене газ кĕртни çĕнĕ пурнăç пуçланнипе пĕр тан. Ирпе ирех тăрса вутă хутас, хăрăмпа вараланас хуйăх çук. Ялсене газ кĕртмелли программа Чăваш Енре пурăнакансен пурнăçне лайăхлатас енĕпе социаллă пысăк программа пулса тăчĕ. 2003-2004 çулсенче республикăра çутçанталăк газне кĕртес ĕç пысăк калăпăшпа пулса иртмелле, ăна 2004 çулта вĕçлеме пăлăртнă. Газ паянхи кун ял çыннишĕн - çăмăллăх. Акă, Уравăш салинче пурăнакансенчен чылайăшĕ ку ырлăхпа тахçанах усă курать, савăнса пурăнать. Ыттисем те газлă пуласшăн пулнă-ха, анчах 1996 çулта пуçланă ĕçе вĕçне çитереймен. Газ кĕртес енĕпе ĕçлекен-чупакан ятарлă çын пулманни, пĕр вĕçĕм улшăнакан хуçасем шантарнипе кăна ирттерсе яни уравăшсен чунĕнче иккĕленÿ çуратнă. Çавăнпах пулĕ Уравăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Абакумова газ кĕртес ыйтăва çĕклесен шанманнисем, хăракансем чылайăн пулнă. Валентина Николаевна йывăрлăхсене пăхмасăр темиçе çуллăха чарăннă ĕçе вырăнтан «тапратнине» кура ял халăхĕн шанчăкĕ ÿснĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх Уравăш салинче 150 килте «кăвак çулăмпа» усă курма пуçламалла. Халлĕхе проектсене веçех хатĕрлесе çитернĕ, 109-шĕнче шалти ĕçсене пурнăçланă. Ку ял çыннисемшĕн «Уют» тулли мар яваплă обществин ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Уравăшсем хăйсем те газ çитерессине хăвăртлатасшăн ятарлă çын уйăрнă. Пĕтĕмĕшле ĕçсене кунта Вячеслав Сергеевич Абакумов йĕркелесе пырать. Çапла, çутçанталăк ырлăхне çитерме самаях тар юхтарма тивет. Укçа-тенкĕ çăмăллăн килмест. Ял çынни тĕрлĕ майпа йывăрлăхран тухма тăрăшать - выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча-çимĕç çитĕнтерет. Патшалăх кредитсем уйăрни ялта пурăнакансен пурнăçне кăшт çăмăллатрĕ. Акă, Уравăшра газ кĕртес тĕллевпе 75 çын кредит илме заявлени çырнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика