Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсене чыс та мухтав

15 мая 2003 г.

Пирĕн мухтавлă çарпа паттăр халăхăмăр хаяр вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхне тăшманран сыхласа хăварнăранпа 58 çул çитрĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне эпир паян чи чаплă уяв тесе палăртатпăр. Сывă юлнисене саламланипе пĕрлех çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисене тата йывăр сурансене пула пурнăçран уйрăлнисене яланах асра тытатпăр. Çĕнтерÿ уявне районти кашни ял администрацийĕнче, шкулсенче чыслăн паллă турĕç. Майăн 9-мĕшĕнче поселокри тĕп площадьре те ир-ирех вăрçă çулĕсенчи, асаплă кунсене чăтса ирттерме пулăшнă юрăсем янăрарĕç. Кăкăр тулли медаль-орден çакнă ветерансене, салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене чыслама предприяти-организаци, учреждени ĕçченĕсем, вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Чаплă куна халалланă савăнăçлă митинга Вăрнар поселок администрацийĕн пуçлăхĕ В.Львов уçрĕ, пухăннисене уявпа саламларĕ. Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ паттăрсен ячĕпе çавăн пекех Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ В.Карпов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Свешников чылай ăшă сăмах каларĕç, уяв уйрăмах Раççей çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине, чăваш ывăл-хĕрĕ вăрçă вăхăтĕнче хăйĕн ятне яманнине, тивĕçне чыслăн пурнăçланине, çамрăк ăрăва вĕсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕç. Район администрацийĕн ĕçченĕсем ветерансен ячĕпе Астăвăм скверĕнчи салтак амăшĕн монуменчĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, шкул ачисем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ветерансене чĕрĕ чечексем парнелерĕç. Хăнăхнă йăлапа çамрăк спортсменсем Вăрнар - Хапăс - Вăрнар маршрутпа старта тухрĕç. Вăрнарсем çĕршыври пĕтĕм халăх пекех нимĕç фашисчĕсене çапса аркатассишĕн пурнăçа шеллемен. Шел, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă паттăрсем çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Николай Павлович Павлов çав хаяр та синкерлĕ кунсене куççульсĕр аса илме пултараймарĕ. Çавăн пекех митинга хутшăнакансене çĕнтерÿшĕн мĕнпур вăй-хала парса тăрăшнă тыл ĕçченĕсен ячĕпе Тамара Яковлевна Афанасьева, çамрăк ăру ячĕпе Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Петр Кирилловпа Наташа Трофимова саламларĕç. Митинг вĕçленнĕ хыççăн оркестрăн мăнаçлă кĕвви майăн ĕç коллективĕсен илемлетнĕ колоннисем трибуна умĕпе иртсе Çĕнтерÿ площадьне çул тытрĕç. Вăрнар районĕн çар комиссарĕ О.Семенов пухăннисене чĕререн тав турĕ, вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ. Унтан ĕç коллективĕсем палăк умне чĕрĕ чечексем, веноксем, гирляндăсем хучĕç. Вут-çулăм витĕр тухнисен ячĕпе салют пачĕç. Каç кÿлĕм уяв малалла тăсăлчĕ. Çамрăксем вăйă-кулăра савăнчĕç, вăрçă çинчен кинофильмсем пăхрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика