Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас тухăçшăн тăрăшса

09 сентября 2006 г.

Ĕçлемесен пурлăх пулмасть теççĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата агрофирмăсенче вăй хуракансем шăпах çакна асра тытса ĕçлеççĕ те. Ахальтен мар пирĕн район тыр-пула пуçтарса кĕртессипе республикăра малтисен йышĕнче. Каçалăксем катăлсах пыраççĕ, кĕрхи пÿлмесем вара сарă тырăпа тулаççĕ. Сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем мĕнпур лаптăкăн 87 процентне вырнă. Хальлĕхе кашни гектар пуçне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен вăтам тухăçĕ 26 центнерпа танлашать.

Ĕç шавĕ уй-хирте пĕрре те татăлмасть. Акă, хуçалăхсем кĕр тыррисене вăхăтра тата пахалăхлă акса хăварас тĕлĕшпе иртен пуçласа каçчен тăрăшаççĕ. План тăрăх, кăçал хура çĕре 4200 гектар шуратмалла. Ку ĕçе пурнăçлама 11299 центнер тырă – кĕрхи ыраш 5538 тата кĕрхи тулă 5761 - кирлĕ. Пулас тухăçшăн тăрăшса ку вăхăта аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 300 гектар, «Янгорчино» кооператив 241, «Мураты» 180, «Санар» агрофирма 170, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх 168, «Знамя» 120, «Родник» 103, «Хорнзор» 100 гектар çинче тырă акнă.

Мĕн акатăн, çавă шăтать теççĕ. Кăçал санарпуçсем, ÿсен-тăран отраслĕнче уйрăмах тупăшлă ĕçлекенсем, республикăри наукăпа тĕпчев ял хуçалăх институтĕнчен «Безенчукская-88» кĕрхи ырашăн супер-элита сортне тата Тутар Республикинчи Вахитов ячĕллĕ кооперативран «Казанская-560» кĕрхи туллăн Р-2 сортне тăватшар тонна туяннă. Çĕрпелсем те вăрлăх пахалăхне ÿстерессипе тимлеççĕ. Вĕсем наукăпа тĕпчев институтĕнчен пысăк репродукциллĕ «Московская-39» кĕрхи тулла 50 центнер кÿрсе килнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика