Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравра палăрнă

13 сентября 2006 г.

Иртнĕ эрнере, авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ăратлăх енĕпе ĕçлекен «Чувашское» акционер обществинче республикăри выльăх-чĕрлĕх куравне ирттернĕ. Унта ăратлăх енĕпе ĕçлекен заводсем, ял хуçалăх производство кооперативĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата уйрăм хуçалăх тытакансем хутшăннă.

Пирĕн районтан «Янгорчино» кооператив хăйĕн выльăх-чĕрлĕхне курава тăратнă. Кунта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Сакăр уйăхра мăйракаллă шултра выльăх йышне 80 пуçа çити ÿстернĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне мĕнле аталантарассипе ĕçленине сăнлакан стенда эксперт комиссийĕ куравра чи лайăххи тесе хакланă. Кунсăр пуçне çĕрпелсен выльăхĕсем те пысăк хаклава тивĕçнĕ. 16 уйăхри тына пăру виççĕмĕш, пушмак пăру пĕрремĕш вырăнсем йышăннă. Çакăншăн «Янгорчино» кооператива пăхăр тата ылтăн медальсем, çавăн пекех укçан преми панă. Сăмах май, иртнĕ çул та çĕрпелсем выставкăра палăрса район ятне çÿле çĕкленĕччĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе курава пахалăхлă хатĕрленĕшĕн хуçалăх ертÿçине Геннадий Васильевич Романова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе чысланă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика