Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç пысăк

26 сентября 2006 г.

Кăçал çумăр тăтăшах çуни çĕр ĕçченне уй-хирте вăй хума чăрмантарса пычĕ. Çапах та юлашки эрнере çанталăк ырăланни хресченĕн ĕçри хастарлăхне ÿстерчĕ. Вăл çу каçĕпех пăхса-асăрхаса çитĕнтернĕ ял хуçалăх культурисене пахалăхлă пухса кĕртес тесе пĕтĕм вăя хурать.

Районĕпе илсен 13344,5 гектар çинчи тырра çапса тĕшĕленĕ е плана 100 процент пурнăçланă. Тухăç вăтамран кашни гектар пуçне 24 центнерпа танлашнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен 5 центнер, виçĕмçулхинчен 8 центнер пысăкрах. Ял хуçалăх производство кооперативĕсем пурĕ кĕрхи пÿлмесене 31 пин те 356 тонна тырă хывнă.

Çĕр улми анинче хĕрÿ ĕç пырать. Кашни хуçалăх «иккĕмĕш çăкăра» вăхăтра пуçтарса кĕртесшĕн. Авăнăн 25-мĕшĕ тĕлне вĕсем çĕр улмие 1308 гектартан 920-шне кăларнă е плана 74 процент пурнăçланă. Тухăç - 210 центнер.

«Санар» агрофирма 105 гектар, «Мураты» кооператив 91 гектар çинчи «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртнĕ. Ку ĕçе «Победа» тата К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче те кĕçех вĕçлеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика