Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш кăйкăрĕн ячĕ яланах халăх асĕнче

13 сентября 2006 г.

Республикăра çак эрнере СССР космонавт-летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 77 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç.

3-мĕш космонавтăн ятне çÿлте тытса ирттернĕ мероприятисен программи пирĕн районта та пуян пулчĕ. Иртнĕ çулхи пекех вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем çамрăксем валли тĕрлĕ конкурссем, выставкăсем, викторинăсем йĕркелерĕç.

Чăваш кăйкăрне халалласа ирттернĕ республикăри III чупăва та хутшăнчĕç вăрнарсем. Эстафетăна йĕпреçсенчен Кÿстÿмĕрти вăтам шкул ачисем йышăнчĕç, ярмушкасем красноармейскисене пачĕç. Çăмăл атлетсен чупăвне çавăн пекех Вăрнарти, Хапăсри, Калининăри шкул ачисем хутшăнчĕç.

Пурăннă пулсан, авăнăн 5-мĕшĕнче чăваш ятне çÿле çĕкленĕ летчик-космонавт Андриян Григорьевич Николаев 77 çул тултармаллаччĕ. Шел, икĕ çул каялла вăл ĕмĕрлĕх куçне хупрĕ. Апла пулин те, тăван халăхăмăр унăн ятне яланлăхах асра усрĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика