Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци проектне пурнăçласа

23 августа 2006 г.

Сывлăх сыхлавĕн «Вăрнар район тĕп больници» муниципаллă учрежденийĕ Раççей Президенчĕ палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тĕллевлĕ, пуçаруллă ĕçлет. Акă, Раççей Федерацийĕн 2006 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи «2006 çулта пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвне йĕркелеме муниципаллă амбулаторла-поликлиника учрежденийĕсем валли диагностика оборудованийĕсене тата васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан учрежденисемпе санитари авиацисем валли васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисене, реанимобильсене муниципаллă пĕрлешĕвĕсен харпăрлăхне парасси çинчен» Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районти больницăна тĕрлĕ диагностика оборудованийĕсем илсе килнĕ. Вăл шутра - «Zogid 200» ультрасасăллă аппарат. Ăна юсав ĕçĕсем ирттернĕ стационар корпусĕнче вырнаçтарнă. Халĕ çак аппаратпа медицина ĕçченĕсем усă курма тытăннă ĕнтĕ. Кунсăр пуçне поликлиника лаборатори оборудованийĕн комплектне тата 4 электрокардиограф туяннă. Пĕтĕмĕшле илсен, оборудованисен хакĕ - 809292 тенкĕ.

Çавăн пекех çывăх вăхăтра ФЦ-01-Электрон флюорографи аппаратне кÿрсе килмелле. Ăна вырнаçтарма флюорографи кабинетне, В.Ревин рентгенолог сĕнÿ-канашне шута илсе, тĕпрен çĕнетнĕ. Тĕплĕ ремонта 78 пин тенкĕлĕх ирттернĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика