Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр аки пуçланчĕ

23 августа 2006 г.

Ял хуçалăхĕнче çуллахи вăхăтра ĕç питĕ нумай. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл лайăх каçарма апата ытлă-çитлĕн катĕрлессипе тăрăшатăн, çав вăхăтра кĕрхи пÿлмесем тулли пулччăр тесе тыр-пулне пĕр тăкаксăр тата пахалăхлă пуçтарса кĕртессишĕн ывăна пĕлмесĕр ĕçлетĕн, кĕрхи культурăсене акма çĕре хатĕрлетĕн. Кĕскен каласан, çулла хĕрÿ ĕç вĕресе кăна тăрать. Акă, хура çĕре шуратма вăхăт çитрĕ. Иртнĕ эрнере кĕçнерникун кĕр аки ирттерме «Санар» агрофирмăра тухрĕç.

«Санарта» ял хуçалăх культурисене туса илнĕ çĕрте çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Çавăнпа та тыррăн тата çĕр улмин элита вăрлăхне ытти районсем те, регионсем те хапăлласах туянаççĕ. Паллах, агрофирмăра ĕçлекенсем хăйсен ĕçне чыслăн, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран «Санар» агрофирма хăйĕн ят-сумне çÿле çĕклерĕ.

Кăçал санарпуçсем кĕрхисене 300 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Пулас тухăç никĕсне пахалăхлă хывса хăварассишĕн ăнтăлса А.Скворцов механизатор анчахрах туяннă. «Амазоне» сеялкăна тухăçлă ĕçлеттерет. Ăна Н.Викторов пулăшса пырать. Авасильев водитель тырă акакансене вăрлăхпа вăхăтра тивĕçтерме тăрăшать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă ĕçлесен ĕç тухăçлăхĕ те пысăк пулĕ.

Çавăн пекех «Мураты», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче те кĕр тыррисене акма тухнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика