Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăм тивнĕ» хуçалăх аталанать

15 августа 2006 г.

         Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ ÿсен-тăран отраслĕнче кăна мар, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те, сысна ĕрчетессипе, тупăшлă ĕçлет. Кунта çичĕ уйăхра сыснасен йышне 9844 пуçа çитернĕ. Ахальтен мар предприятие хушма хуçалăха малалла хăвăрт утăмсемпе аталантарассипе бизнес-проект хатĕрленĕшĕн 59 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит уйăрнă.
Аш-какай комбиначĕ «Агропромышленность комплексне аталантарасси» пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлевпе 2006-2010 çулсенче талăкра 30 тонна таран аш-какай хатĕрлекен комплексне туса хута яма, сыснасен йышне 25 пин, мăйракаллă шултра выльăх шутне 1200 пуçа çитерме палăртнă. Çавăнпа предприяти выльăх-чĕрлĕх валли апат бази çителĕклĕ пултăр тесе усă курмасăр выртакан  çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлет, панкрута тухас патне çитнĕ кооперативсене те хăй хÿтлĕхне илет. Акă, «Новый путь» хуçалăх аш-какай комбиначĕпе пĕрлешнĕренпе вăхăт нумай та иртмерĕ - унта ырă улшăнусем пулса иртни куçкĕретех. 400 пуç мăйракаллă шултра выльăха вырнаçтарма кооперативăн сĕт-çу ферминче реконструкци ĕçĕсем сулмаклă утăмсемпе пыраççĕ. Çывăх ялсенче пурăнакансем юсав ĕçĕсене активлăн хутшăнаççĕ. Вĕсен тĕп тĕллев - «тăм тивнĕ» хуçалăха аталану çулĕ çине тăратасси.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика