Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министрсен кунёнче

18 августа 2006 г.

 

       Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров ертсе пыракан ушкăн чи малтанах чукун çул вокзалĕнче пулчĕ. Район пуçлăхĕ А.Кузьмин районта «Кивĕ çурт-йĕр» программа епле пурнăçа кĕрсе пынипе, вокзала реконструкцилессин ĕç тапхăрĕсемпе паллаштарчĕ.
Хыççăнах ĕçлĕ ушкăн хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци ĕçлекен Северный тăкăрлăкри 64 хваттерлĕ тата Зеленăй тăкăрлăкри 39 хваттерлĕ çуртсен строительство объекчĕсенче пулчĕ. Министра пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен шутĕнче камсем ытларах пулни интереслентерчĕ. Организаци ертÿçи И.Сандимиров каланă тăрăх, хваттер туянакансенчен чылайăшĕ – бюджет сферинче тимлекенсем. Çавăн пекех харпăр хăй укçи-тенкипе, «Çамрăк çемье» программăпа илекенсем те пур. Министерство кунне хутшăнакансем çĕнĕ хваттерсене кĕрсе курчĕç, строительствăпа дизайн ĕçĕсемпе паллашрĕç.
«Вурнарская» МСО çĕклекен тепĕр пысăк объект вăл - Асап тÿснĕ Таса Çветтуй Георги Çĕнтерÿçĕ чиркĕвĕ. Вăраха тăсăлнă строительство ĕçĕсене кăçал самаях хăвăртлатма пултарчĕç. Халăхран, предприяти-организацисенчен пухнă, прихут хăй хывнă укçа-тенкĕпе усă курса сарайсене тăрă айне витрĕç ĕнтĕ. Çапах та мĕнпур ĕçе вĕçлеме татах та пĕчĕк мар сумма кирлĕ. И.Сандомиров кăçал чиркÿ тăррине витсе, чÿречесем лартса пĕтерессе
Кăмаш ял çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулу та ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. А.Гончаров министр паян республикăра халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе чылай ĕç пурнăçланине: ялсене газификациленине, шывпа тивĕçтернине, асфальтлă çулсемпе çыхăнтарнине, çавăнпа та ялта пурăнакансен те парăмра юлмалла маррине палăртрĕ: яла, килти хуçалăха аталантармалла, ĕçлемелле, татах та ĕçлемелле.
Кăмашсен – пысăк савăнăç. Иртнĕ çулсенче кăна пÿртсене «кăвак çулăмпа» хутса ăшăтма тытăнчĕç вĕсем, халĕ вара ял хушшине асфальт сараççĕ. Вăрнарти ДРСУ тăвакан автоçулăн проектра смета хакĕ 10 миллион тенке яхăн. Укçа-тенкĕ вăхăтра тивĕçмест, кредитсем явăçтарма тивет пулин те, строительсем ĕçе пĕр самантлăха та чармаççĕ, халăхăн ырлăхĕшĕн тăрăшнине çирĕплетеççĕ.
Министерствăн ĕçлĕ ушкăнĕсем çак кун çавăн пекех Красноармейски – Упи-Уйкас Кипек - Вăрнар автоçул, Вăрман Кипек шкулĕ патне хывăнакан çул объекчĕсенче те пулнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика