Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 çул иртсен...

26 апреля 2003 г.

50 çул иртсен...Сисмерĕмĕр те, шкултан вĕренсе тухнăранпа 50 çул иртрĕ. Тăван шкулпа, тус-тăнтăшсемпе сывпуллашни, пĕрле вĕренекенсемпе кашни вунă çултан тĕл пулма калаçса татăлни паянхи пекех асрах-ха. Эпир, 10-мĕш «б» класри 20 вĕренекен, алла аттестат илсе тĕрлĕ çĕре салантăмăр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса тăтăмăр. Тава тивĕçлĕ врачсем, учительсем, çар çыннисем, журналист тата ытти паллă çынсем пур пирĕн хушăра. Сăмахран, Петр Павлович Павлов хăй вăхăтĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министр çумĕ пулса ĕçлерĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. 50 çул хушшинче пĕр-пĕринпе туслă çыхăнăва татмарăмăр. Акă, 1953 çулта Уравăшри вăтам шкултан вĕренсе тухнисем пуш уйăхĕнче Шупашкарта пуçтарăнтăмăр. Аякри хуласенче пурăнакансем те инçе çула пăхмасăр тĕлпулăва килни савăнтарчĕ. Чылайччен калаçса лартăмăр. Пире тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă вĕрентекенсене - Татьяна Петровна Кошеневана, Анатолий Семенович Маркова, Рената Гавриловна Иванована, Клавдия Ивановна Бирюкована, Семен Григорьевич Григорьева - ырăпа, шкул пурнăçне хаваспа аса илтĕмĕр. Сăнỹкерчĕкре: 1-мĕш ретре (сулахайран сылтăмалла) - П.Павлов, Г.Осипов, А.Иванов* 2-мĕш ретре - З.Ефремова, Л.Федорова, Р.Иванова (учительница), Е.Баранова, Э.Илюкина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика