Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма çывхарать, яваплă пулма ыйтать

12 июля 2006 г.

Кашни çулах районта çирĕп йĕркене пăхăнса март-апрель уйăхĕсенче тракторсене, вĕсен прицепĕсене тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене, май-июнь уйăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсемпе косилкăсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Халĕ, июльте, вырса çапакан комбайнсене техосмотр тăратма вăхăт çитрĕ. Техника юсавлă пулни уй-хир ĕçĕсене пĕр кăлтăксăр, чрезвычайлă лару-тăрусăр пурнăçлама май парать.

Умра-вырма. Çавăнпа патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцине комбайнерсен списокне (унта ятне, ашшĕ ятне, хушаматне, удостоверенисен номерĕсемпе серийĕсене, категорийĕсене, çирĕплетсе панă комбайнсен маркисене кăтартмалла), вĕсем медкомисси витĕр тухнă списока,  патшалăх техника тĕрĕслевĕн 2 экземплярпа çырнă актсен бланкисене килсе памалла.

Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче тормоз системин, çутă тата сасă сигналĕсен, руль управленийĕн юсавлăхне, пушар сÿнтермелли хатĕрсем -  шыв,  хăйăр, огнетушитель («Дон-1500», «Енисей-1200» комбайнсенче - 4, «Нивăра» -2 кирлĕ), - заземлени, медицина аптечки, ремень, сăнчăр тата кардан передачăсене хÿтĕлекен кожухсем, жеткăсен гидроцилиндрсем çинче хÿтĕлев тĕревĕсем пуррине тата ыттине те тĕрĕслеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика