23 апреля 2003 г.
Уравăш салинчи Воробьевсен çемйи халăха çутта кăларас ĕçре пысăк тỹпе хывнă, çĕр-çĕр ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Çемье династине пуçарса яраканĕ - Петр Константинович Воробьев. 1899 çулта Уравăшра çуралнă. Ялти земство шкулĕнчен вĕренсе тухсан Туçа вулăсĕн кантурĕнче писарьте ĕçлеме тытăннă. Унтан çĕр комиссийĕн секретарĕнче тимленĕ. Вĕренес туртăм пысăк пулнăранах 1925 çулта Новосибирск облаçĕнчи Щегловск хулине çул тытать. Учительсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухсан икĕ çул Борисовка салинчи, унтан тăван Уравăшри пуçламăш шкулсенче ачасене пĕлỹ парас ĕçре тимлет. Учительсен курсне пĕтернипех çырлахмасть П.Воробьев, Хусанти строительство институтĕнче, каярахпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче истори уйрăмĕнче пĕлĕвне ỹстерет. ăста педагога тĕрлĕ шкулта ĕçлеме тỹр килнĕ. Кушлавăшра вырăс чĕлхине, Кульцавра историне, Уравăшра историпе географие вĕрентнĕ, 6 çул директор тивĕçĕсене пурнăçланă. П.Воробьев вĕрентỹ тытăмĕнче 34 çул ĕçленĕ.
Петр Константиновичăн ывăлĕ те, Виталий, çĕр çинчи чи сăваплă профессие суйласа илет. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Калининăри педагогика училищин физкультура уйрăмне кайса кĕрет. Çав çулах ăна салтака илсе каяççĕ. Хĕсметрен таврăнсан, Виталий Петрович Канашри 12-мĕш механизаци училищинчен вĕренсе тухать, механизаторта ĕçлеме тытăнать. Ĕçленĕ хушăрах заочно майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тата партин марксизм-ленинизм университетĕнче истори факультетĕнче пĕлỹ илет. Çакăн хыççăн тăван шкулта 34 çул истори, обществоведени, экономика, этемлĕх тата общество, право, совет патшалăхĕн никĕсĕ предметсене вĕрентет.
Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать В.Воробьев. Тỹрĕ кăмăллă çынна Уравăш ял Совечĕн депутатне суйланă. Вăл - Раççейри патшалăхăн çыхăну надзорĕн управленийĕн тата РОСТОн районти уйрăмĕн штатра тăман сотрудникĕ, тĕрлĕ хуласенчи радиоклуб пĕрлешĕвĕн членĕ, «Çĕнтерỹ çулĕ» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ, таврапĕлỹçĕ.
Ĕçне кура - хисепĕ. Халăха вĕрентес ĕçре пултарулăх кăтартнăшăн, çамрăк ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас ĕçре тунă çитĕнỹсемшĕн, район аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Виталий Петрович 13 тав, 15 Хисеп грамоти, 11 медаль илме тивĕç пулнă. СССР министрсен Совечĕн председателĕ Н.Рыжков хăй икĕ хутчен тав туни те ветерана кулленхи ĕçе тума пушшех хавхалантарнă.
Унăн мăшăрĕ те ачасене пĕлỹ парас ĕçре тимленĕ. Любовь Максимовна Уравăшри вăтам шкулта виçĕ теçетке ытларах вăй хунă.
Ашшĕ-амăшне кура ачисем те ăслă çитĕннĕ, вĕрентекен ĕçĕ вĕсене те илĕртнĕ. Акă, Ангелина ачасене тарăн пĕлỹ парас ĕçре 42 çул тăрăшнă. Канашри педагогика училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухсан тăван ялĕнче, кайран Вăрмарта, Тăвайĕнче ĕçленĕ. Вăхăт иртнĕçем шăпа ăна каллех Вăрнара илсе çитернĕ, вăл 1-мĕш вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ.
Евгений И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче истори факультетне пĕтернĕ, çулталăк тăван ялĕнче ĕçленĕ. Халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать.
Альбина та аслисен çулĕпе кайнă. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан, Уравăшра математикăна вĕрентме тытăнать. Унтан Вăрнар районĕн çамрăксемпе шкул уйрăмĕн инструкторĕнче тимлет. ăслă та пултаруллă математик Чăваш Енре кăна мар, Киров, Чита облаçĕнче те палăрать. Мускаври Ф.Э.Дзержинский ячĕллĕ çар академийĕнче, Украинăри Николаев облаçĕнчи Первомайск хулинче РОНО методисчĕ пулса ĕçлет. Чылай çултан Чăваш республикине таврăнсан мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Çĕнĕ Шупашкарти ача садĕнче кĕçĕннисене воспитани парас ĕçре тимленĕ. Унăн хĕрĕ те, Лилия, 20 çул Шупашкарти пĕр шкулта музыкăна вĕрентет...
Çапла Воробьевсен тăватă ăрăвĕн педагогикăри ĕç стажĕ 195 çулпа танлашать.