Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун киленĕвĕ - ĕçре

23 апреля 2003 г.

Вăрнарта пурăнакан Надежда Октябриновна Васильевапа районти тĕп библиотекăра паллашма тỹр килчĕ. Унта вăл художник-оформительте вăй хурать, стендсем хатĕрлет. Надежда Октябриновна чун киленĕвне картинăсем ỹкерес ĕçре тупнă, вăл - искусствăна парăннă çын. Пĕчĕклех хĕрача хутпа кăранташ енне туртăннă. Тăватă çултах сăрланă, ỹкерме хăтланнă. Çакна асăрхаса ашшĕпе амăшĕ Надьăна Вăрнарти художество шкулне янă. Унта вăл 5 çул ỹкерес ăсталăха вĕреннĕ. Пĕрремĕш учителĕ Николай Михайлович Родионов пулнă. ăста педагог пултаруллă хĕрачана илемлĕхе курма, чĕрепе туйма вĕрентнĕ. Борис Николаевич Плехановăн урокĕсене те Надежда хаваспах кĕтнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан художник профессине алла илес ĕмĕтпе Н.Васильева Шупашкарти художество училищине çул тытнă. Унта çулталăк вĕреннĕ хыççăн унăн тĕрлĕ сăлтавсене пула училищĕрен тухса кайма тивнĕ. Надежда Владимир облаçне çул тытнă, пир-авăр тĕртекен завода ĕçлеме вырнаçнă, анчах унăн тахçанах тĕвĕленнĕ ĕмĕтне пурнăçа кĕртес килнĕ. Ĕçленĕ хушăрах Мстера поселокĕнчи художество училищине заочнăй майпа вĕренме кĕнĕ. Асăннă поселок Раççейĕпех чапа тухнă. Ĕлĕкех унта турăш çыракансем йышлă пулнă. Ку тăрăхран вĕсем 800-ĕн тухнă. Мстера, Палех, Холуй, Федоскино - ăста художниксем ĕçлесе пурăннă вырăнсем. Вĕсен ĕçĕсене ют çĕршывсенче те пысăка хурса хакланă. Шăпа çак училищĕре вĕренме пỹрнĕшĕн Надежда питĕ савăннă. Тăватă çул ăс пухнă хушăра Н.Васильева кăмăл-туйăм енчен пуянланнă, чунĕпе тасалнă. Унччен çутçанталăка ỹкерме кăмăлланă пулсан халĕ турăшсем ỹкерес туртăм çуралнă. Сăмах май каласан, Вăрнарти художество шкулĕнче вĕреннĕ чухнехи ỹкерчĕкне Польшăна ярса панă пулнă. Унта вăл Вăрнарти Чернышевски урамне тата хĕллехи каç шурăмпуçне сăнланă. ăна Надежда гуашьпе, акварельпе пурнăçланă. Çапла Чăваш енĕн пĕчĕк кĕтесĕпе ют çĕршывра пурăнакансем те паллашнă. Н. Васильева каланă тăрăх, художникăн ĕçе чунтан парăнмалла, вара тин паха япала пулать. Хăй пурнăçланă ĕçĕсене Надежда Октябриновна чи малтан амăшне хак пама ыйтать. Çакă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Мария Александровна питĕ тимлĕ пăхать, унăн ятарлă пĕлỹ çук пулин те, вăл чунĕпе туйса тĕрĕс хаклать. Çапла çĕнĕ картина çуралать. Надежда Октябриновна çырнă турăшсене Йĕпреçри, Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкарти чиркỹсенче курма пулать. Вăрнарта çĕкленекен çĕнĕ чиркỹре те Н.Васильеван Христос чĕрĕлнине сăнлакан турăш пулĕ. - Турăшсем çырма пачах çăмăл мар. Вĕсене эпĕ пысăк ăстасен ĕçĕсем çине пăхса ỹкеретĕп пулин те Çветтуйсен сăн-питне ỹкернĕ чухне йывăрлăхсем сахал мар пулаççĕ. Чиркĕве килекенсен турăшсем çине пăхса лăпкăлăха, тасалăха туйса илмелле. Турăшсем çырнă чухне çакна кашнинчех асра тытатăп. Çавăн чухне пĕтĕмпех ĕçе путатăп, урăх шухăшсем мана чăрмантармаççĕ. Чăннипе каласан, манăн чиркỹсен ăшчикне илемлетес, сăрлас килет, - тет Н.Васильева. Художник пулма паянхи пурнăçра йывăр тесен те йăнăш пулмĕ, мĕншĕн тесен искусствăна çынсем пур чухне те хаклама пĕлмеççĕ. Çапла вара чуна парса тăрăшни, ĕçлени хăш чухне харама каять. Лайăх художник пысăк укçашăн нихăçан та çунмасть. Надежда Октябриновна та çавăн пек çын. Библиотекăра ĕçшĕн ăна пин тенкĕ тỹлеççĕ. Ку, паллах, пурнăç условийĕсем лайăхлатма, ывăлне ỹстерме çителĕксĕр. Н.Васильеван хăйĕн мастерской та çук. Художникăн ятарлă пỹлĕм пулмаллах çав. Апла пулин те маттур хĕрарăм йывăрлăхсене парăнмасть. ăна пĕрле ĕçлекенсен хаваслă, туслă коллективĕ кăмăла каять. Библиотекăра ĕçленĕ хушăра унăн директорĕн Н.Лукинан ăшă кăмăлне туйса илнĕ. Пĕлỹ шайне ỹстерес тĕллевпе Надежда Октябриновна Шупашкарти педагогика университетне кайса кĕнĕ. Халĕ художествăпа графика факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика