Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах пулăшма хатĕр

19 апреля 2003 г.

Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕхсем Президент ял халăхĕшĕн тăрăшнине уççăн çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр республикăра çемье врачĕн 100 офисĕ уçăлчĕ, вĕсенче пин-пин çын медицина пулăшăвĕ илет. Пирĕн районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем тăваттă, кăçал çемье тухтăрĕн тата икĕ офисне уçма палăртнă. Республикăра кунашкал пĕлтерĕшлĕ объекта чи малтан Уравăш салинче хута ячĕç. Çĕнĕ тытăма пурнăçа кĕртнĕ хыççăн Уравăш, Хирпуç, Çĕн Хирпуç, Рункă, Утар çыннисем хăйсем пурăнакан-ĕçлекен вырăнтах, вăхăтне тата укçи-тенкине перекетлесе, врачăн паха пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Юнашарах аслă пĕлỹллĕ тухтăр пулни пуриншĕн те меллĕ - чире вăхăтра палăртса вăраха ямасăр сипленине нимĕн те çитмест. Уравăшра 15 вырăнлă участок больници пулнă-ха, анчах ăна паянхи офиспа танлаштараймăн. Кунта кĕрсенех чирлисене йышăнмалли условисем кăмăла çĕклеççĕ. Офиса мĕн кирлипе веçех тивĕçтернĕ. Пỹлĕмсене Европăра туса кăларнă çĕнĕ йышши чăтăмлă оборудовани, сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Çутă та пысăк кабинетсенче чирлĕ çынсене сипленмелли пур майсем те пур - пĕтĕмĕшле практика врачĕн, процедура, физиотерапи кабинечĕсем, кăнтăрлахи стационарта сипленекенсене выртса тăмалли виçĕ вырăнлă палата. Ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене, ачасем çуралсан еплерех аталаннине, ỹснине те вырăнтах тĕрĕслесе тăраççĕ. Тахçанах кĕтнĕ шăл юсавĕн пỹлĕмĕ те пур кунта. Çĕрпелти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчи шăл тухтăрĕ Галина Петровна Горбунова уравăшсем патне эрнере пĕр хутчен килсе çỹрет. Анчах хăйсен ятарлă тухтăр çукки пирки ял çыннисем пăшăрханса калаçнине темиçе хутчен те илтме тỹр килчĕ. Вырăнтах лаборатори пулни медицина ĕçченĕсен ĕçне çăмăллатать. Ансат анализсен кăтартăвĕсене Вăрнара ăсатмасăрах пĕлме пулать халĕ. Кунта тăрăшакансен ĕç калăпăшĕ те, яваплăхĕ те пысăкрах. Ял çыннисен сывлăхĕшĕн медперсонал ырми-канми тăрăшать. Нумайăн мар вĕсем - эмелпе, ăшă сăмахпа сиплекенсем. Чирлисене малтанхи участок больницинче чылай çул вăй хурса пысăк опыт пухнă, офисра ĕçлеме ятарлă пĕлỹ илнĕ Елена Владимировна Яковлева тĕп врач, Владислав Максимович Федоров фельдшер, Валентина Владимировна Дмитриева акушерка, шăл кабинечĕн медсестри Валентина Николаевна Михайлова, ача-пăча врачĕ Ирина Ивановна Авакумова, кăнтăрлахи стационарти медсестра Елена Витальевна Архипова йышăнаççĕ. Çынсене сыватнисĕр пуçне медицина ĕçченĕсем сывлăха сыхлас енĕпе пурнăçламалли профилактика ĕçĕсене вăйлатассипе аван ĕçлеççĕ. Килекенсене усăллă канашсем параççĕ, пĕр-пĕр чир çинчен тĕплĕнрех ăнлантараççĕ. Ал айĕнче машина пурри - пысăк çăмăллăх. Килтен-киле тĕрĕслев-сиплевпе çỹреме, чирлĕ çынна процедурăсем хыççăн килне ăсатма, йывăр чирлисене район больницине леçме меллĕ. Геннадий Филиппович Козырев водитель васкавлă пулăшу машинине яланах юсавлă, типтерлĕ, таса тытать. Офиса уçнă чухне парнеленĕ компьютерпа медицина ĕçченĕсем тĕрлĕ документсем, брошюрăсем хатĕрлеççĕ. Сипленме пыракан кашни çыннăн кăтартăвĕсене веçех компьютера кĕртнĕ, вĕсем яланлăх сыхланса юлаççĕ. Телевизорпа та тĕллевлĕ усă кураççĕ уравăшсем. Шкул ачисем, хĕрарăмсем валли кăтартуллă фильм-лекцисем ирттереççĕ. Яланах пулăшма хатĕр, ырă кăмăллă специалистсем ĕçлеççĕ кунта. «Уçă чĕреллĕ çынсем», - терĕ Уравăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Абакумова та тухтăрсен ĕçне ырласа.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика