Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă кунçул

19 апреля 2003 г.

Юлия Кирилловна Иванована Вăрнарта пĕлмен-палламан çын çук пулĕ. Хăйĕн пурнăçне вăл медицинăпа çыхăнтарнă. Чун-чĕре юратăвĕпе, кăмăл туртăмĕпе суйласа илнĕ çак профессие. Тĕп больницăра ача-пăча консультацийĕн уйрăмĕнче 40 çул медсестрара ĕçленĕ хушăра вăл сахал мар çынна пулăшу кỹнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕл ялĕнче çуралса ỹснĕскер 1949 çулта Ю.Иванова Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă, сывлăх хуралçин таса тивĕçне Красноармейски тăрăхĕнче пурнăçлама тытăннă. Унтах хăйĕн мăшăрне тупнă, хамăр районти Шĕнер Ишек каччипе Ванюшпа çемье çавăрнă, Вăрнар тăрăхне куçса килнĕ. Пĕр вăхăт унчченхи Калинино районĕнчи Çăлкас Кăкшăмра фельдшерта тимленĕ. Каярахпа çемьере йыш хушăнсан - ача çуралсан - Вăрнар поселокĕнче пурăнма тытăннă. Çапла 1954 çултанпа Юлия Кирилловна районти тĕп больницăра медсестрара хĕрĕх çул пĕр чарăнмасăр ĕçленĕ. Гиппократ тупине асра тытса, ĕçе чунтан парăнса вăй хунăшăн коллектив хисепне тивĕç пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ăна ĕçрен хăтарма васкаман, тĕп больницăра тата 11 çул вăй хунă. Канăçсăр медсестра ача-пăчан сывлăхне, вĕсем епле ỹссе аталаннине тĕрĕслеме ялсенчи кашни киле çитнĕ. Унăн ăшă, кăмăлтан тухакан сăмаххисемшĕн, вăхăтра панă сĕнỹ-канашшăн ашшĕ-амăшĕсем сывлăх хуралçине чĕререн тав тунă. Юлия Кирилловнапа Иван Иванович виçĕ ача пăхса ỹстернĕ. Шел, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Халĕ Ю.Иванова тивĕçлĕ канура. 74 çула çитнĕ пулин те ĕçсĕр лармасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика