Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах хапăл

01 июля 2006 г.

Вăрнар поселокĕн чи илемлĕ кĕтесĕнче – вырăнти Арбатра – вырнаçнă пирĕн «Бар». Юнашарах - ача-пăча паркĕ. Çавăнпа халăх яланах йышлă «Барта». Вăтамран куллен 400-е яхăн çын пулать. Хăнасене эпир яланах хапăл туса кĕтетпĕр. Шалтан чаплă илемлетнĕ, пурте – уйрăмах пĕчĕккисем – хăйсене юмахри тĕнчене лекнĕн туяççĕ.

Бильярд вăййине юратакансем те пирĕн пата хаваспах çÿреççĕ. Ятарлă пÿлĕмре чун каниччен пĕр-пĕринпе тупăшса киленеççĕ.

«Бар» ирхине 9 сехетрен пуçласа çурçĕр иртни 2 сехетчен ĕçлет.

Юлашки вăхăтра коллективпа пĕрле кану каçĕсем ирттерекенсене заявкăпа йышăнма тытăнтăмăр. Арендăшăн укçа-тенкĕ илместпĕр. Тепĕр çĕнĕлĕх пирки те каламалла. Ашшĕ-амăшĕсем, акă, ачисен çуралнă кунĕсене пирĕн патра паллă тума хăнăхрĕç. Паллă куна тус-тантăшĕсемпе пĕрле пухăнса савăнăçлăн уявлани чылайлăха вĕсен асĕнче юлать.

Ку кăна мар, çемьепе килсе канакансем те йышлă.

Халĕ эпир «Бара» килекенсене апатлантарма та пултаратпăр – «Огонек» ресторанти поварсем хатĕрленĕ техĕмлĕ блюдăсене сĕнетпĕр. Çавăн пекех пирĕн патра тĕрлĕ коктейльсем, мороженăй, гриль çинче пĕçернĕ чăхсем, кулинари изделийĕсем, сивĕтнĕ тата пылак шывсем т.ыт.те туянма пулать.

«Бар» - кану вырăнĕ – пурне те хапăл туса кĕтет.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика