Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра – иккĕмĕш!

21 июня 2006 г.

Ял хуçалăхĕнче тимлекенсен ĕçĕ çиелтен пăхсан кăна çăмăл пек туйăнать. Чăннипе вара çĕрпе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те пĕлсе тăрăшсан çеç пысăк тупăш илме пулать. Наукăпа килĕшсе ĕçлени те ÿсĕм-çитĕнÿсем тума пулăшать - çирĕплетеççĕ, акă, ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем тата выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксем, профессилле ăсталăха палăртассипе ирттерекен конкурса хутшăннă май.

Доркăсемпе техник-осеменаторсен республикăри конкурсĕ кăçал Улатăрти сыр туса кăларакан комбинатăн базинче иртнĕ. Кунашкал тупăшусене малта пыракансен опытне сарас тата вĕсен профессилле пултарулăхне ÿстерес тесе йĕркелеçĕ. Унта малтан хуçалăхсенче, каярахпа районти ăмăртусенче вăй виçсе çĕнтерекенсем хутшăннă. Ăстасем хушшинче, паллах, Вăрнар районĕн маттур хĕрарăмĕсем те «Янгорчино» хуçалăхри Светлана Ярошенко тата «Хорнзорти» Валентина Фомина – пулнă.

Икĕ куна пынă конкурсăн программи анлă: унта хутшăнакансен професси тĕлĕшпе ыйтусем çине хуравлама, практикăра хăйсен ĕçне тĕплĕн кăтартма тивнĕ. Пирĕн район конкурсанткисем яланхиллех пысăк опытлă пулнине ĕнентерсе панă. Техник-осеменаторсен ушкăнĕнче, акă, В.Фомина 21 район хушшинче, шупашкарсем хыççăн, иккĕмĕш вырăна тухнă. Çак çĕнтерÿ пултаруллă осеменаторшăн – пĕрремĕш мар. 2003 çулта, акă, вăл республика чемпионки пулнăччĕ, Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнма тивĕçнĕччĕ.

Иртнĕ çул операторсем хушшинче С.Ярошенко пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Шел, кăçал çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймен вăл, апла пулин те япăх мар тупăшнă.

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, укçан премипе чысланă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика