Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Командиртан - тав çырăвĕ

15 апреля 2003 г.

Çĕршыв чысĕ, тĕрекĕ салтак атти тăхăннă маттур каччăсенчен килет пулĕ. Вĕсем кунсерен ачасемпе ватăсен канлĕхне сыхласа куç хупмасăр чикĕсенче тăраççĕ. Пирĕн ыйхă канлĕ пултăр тесе алран пăшал ямасăр куна-çĕре ирттереççĕ. Пирĕн тăрăхра та маттур, мухтава тивĕçлĕ яшсем пулни савăнтарать. Пăваяль каччи Владислав Кудрявцев çулталăка яхăн Петропавловск-Камчатск хулинче тинĕс çар флотĕнче çар хĕсметĕнче тăрать. 1984 çулта çуралнă йĕкĕт 2001 çулта Кĕçĕн Кипекри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Хыççăн 29-мĕш професси училищине çул тытрĕ водитель удостоверенине алла илчĕ, унтан Владик пĕр иккĕленмесĕр салтаксен ретне тăчĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чух питех те юрлама юрататчĕ вăл. Пĕр уяв та, пĕр концерт та унăн юррисемсĕр иртместчĕ. Ỹсерехпе вара спортра палăрма пуçларĕ. Çăмăл атлетика енĕпе, йĕлтĕрпе чупса çулсерен районта иртекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Тăван енрен çĕршер çухрăм аякра та хăйне лайăх енчен кăтартма пултарнă пирĕн ентеш. Владислав тинĕс çарĕнче тăрса Тăван çĕршывăн виçесĕр анлă чиккисене хураллать. Çине тăрса, чунне парса пурнăçлать çамрăк çак тивĕçе. Куншăн вăл «Отличник ВМФ III степени» наградăна та илме тивĕç пулнă. Çарта тăракан юлташĕсемпе офицерсем хушшинче те пысăк хисепре вăл. Унăн ĕçченлĕхне, харсăрлăхне, тирпейлĕхĕпе йĕркелĕхне палăртса карап командирĕ Д.Лихачевпа унăн заместителĕ К.Зушман Кудрявцевсем патне тав çырăвĕ янă. Çак çырура вĕсем Галина Мефодьевнăпа Геннадий Николаевича çĕршыва юрăхлă ывăл пăхса çитĕнтернĕшĕн тав тунă, унпа тивĕçлипех мухтанма пултарнине палăртнă. Çавăн пек маттур каччăсем ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ çеç мар, пирĕн телей, пирĕн тĕрек. Шăпах вĕсем çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика