Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальлĕхе лару-тăру лăпкă

06 мая 2006 г.

Турра шĕкĕр, хальлĕхе республикăра, çав шутра пирĕн районта та, кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртман-ха. Кăнтăрти вĕçенкайăксем пирĕн тăрăха вакцинăсенчен те маларах килсе çитни питех пăшăрхантарнăччĕ. Ара, çунатлă туссенчен чир ерес хăрушлăх пысăкчĕ. Халĕ хумхану та сирĕлчĕ, вакцинăсене те кÿрсе килчĕç.

Чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Н.Тихонов пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе 54 ялти хур-кăвакала, чăх-чĕпе иммунизациленĕ.

Профилактика ĕçĕсем те сахал мар ирттернĕ районта. Станци специалисчĕсем лавккасенче, пасарсенче сутакан чăх-чĕп какайĕсене комплекслă тĕрĕсленĕ, анализсем тунă. Çавăн пекех килти кайăк-кĕшĕке, кăвакарчăнсене, кайăк хурсене, кураксене ятарлă пробăсем тунă. Юрать, вĕсем хăрушă чир пуррине çирĕплетмен. Кунсăр пуçне ялсенче кайăк-кĕшĕк грипĕн сиенĕ пирки калаçусем ирттернĕ, халăх хушшинче памяткăсем, плакатсем салатнă. Командăпа штаб вĕренĕвĕ ирттерни те чрезвычайлă лару-тăрура çухалса кайма памĕ, çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пулăшĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика