Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿре малта пыраççĕ, шÿтсемпе те парăнмаççĕ

02 мая 2006 г.

Хаваслисемпе тавçăруллисен районта мала тухассишĕн ирттернĕ вăййисем ку хутĕнче вунвиçĕ командăн пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Малтанхи вăйăсем Калинино, Мăн Явăш тата Вăрнар зонисенче иртрĕç. Çивĕч те актуаллă шÿтсемпе вара финала çичĕ команда тухрĕ. Вĕсем - Вăрнар хула поселенийĕн çамрăкĕсен «Дети понедельника», Санарпуç шкулĕнчи «Шанс», Кĕçĕн Кипекри «Ясельки», Калининăри «Пчелки», Аçăмçырминчи «Сачок», Мăн Явăшри «БЭМС», Вăрнарти 2-мĕш шкулăн «Знай наших» командисем.

Хальхинчи çамрăксем сцена çине ирĕклĕ темăпа тухрĕç. Анчах хускатнă ыйтусем пачах кулăшла мар - кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки те, политика çинчен те шÿтлерĕç вĕсем, вĕрентĕве те, канăва та манса хăвармарĕç. Куракансемпе лăк тулнă залра виçĕ сехет ытла хаваслă кулă сасси лăпланмарĕ.

Кашни командах пултарулăхĕпе палăрчĕ. Уйрăмах Вăрнарти 2-мĕшпе Аçăмçырминчи вăтам шкул командисем хушшинче хĕрÿ тупăшу иртрĕ. Çапах та очкосен шучĕпе пĕрремĕшсем çĕнтерчĕçех.

Кунта çакна калани те вырăнлă пулĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкулта темиçе çул ĕнтĕ ачасене КВН-а хатĕрлессипе ятарлă кружок ĕçлет. Унта ăсталăха туптаниех кунта вĕренекенсене çĕнтерÿсем тума пулăшать те ĕнтĕ.

Аçăмçырминчи вăтам шкул команди вăрнарсене сахал очкопа кăна выляса ячĕ. Апла пулин те конкурс йĕркелÿçисем республикăна кайма шăпах вĕсене суйласа илчĕç. Иртнĕ эрне кун «Сачок» команда Тăвайĕнче иртнĕ КВН-а хутшăннă. 19 команда хушшинче финалăн пĕрре тăваттăмĕш пайне хутшăнма тивĕçнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика