Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçлĕ

12 апреля 2003 г.

Чылай çул пĕр вырăнта тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем пирĕн районта сахал мар. Калининăра çуралса ỹснĕ Тамара Семеновна Харлампьевана кунти больницăна тăтăш çỹрекенсем лайăх астăваççĕ, паллаççĕ. Медицина сестринче 42 çул тимленĕ çак кăмăллă, çынна пулăшма яланах хатĕр хĕрарăма хăй вăхăтĕнче лайăх ĕçшĕн Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Колхозник çемйинче çуралса ỹснĕ Тамара, амăшне ватăлсан пулăшас шухăшпах хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарать. 1956 çулта вăл Вăрнарти санитарипе эпидемиологи станцийĕнче ĕçе кỹлĕнет, çав вăхăтрах Вăрнарти туберкулеза хирĕç кĕрешекен санатори çумĕнче ĕçленĕ каçхи медучилищĕре вĕренсе медицина сестри пулса тăрать. 1963 çулта вара Калининăри участок больницин терапи уйрăмĕнче сестрара тимлеме тытăнать. - Ун чухне Калининăри участок больницин уйрăмĕсем - хирурги, терапи, ача-пăча, ача çуратмалли - пĕр çуртрах вырнаçнăччĕ. Кивĕ больница çуртне хамăр енчи çынсем лайăх астăваççĕ, ахăртнех, - лăпкăн калаçать Тамара Семеновна. - ,лĕкхине, паллах, хальхипе танлаштараймăпăр. Эпĕ ĕçленĕ çулсенче укол тумалли шприцсене, ĕçре усă курмалли ытти инструментсене каши кунах çуса, тасатса, вĕретсе хатĕрлемеллеччĕ. ,çлеме йывăртарахчĕ. Анчах пирĕн коллектив туслă пулнă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă специалистсем - тухтăрсемпе сестрасем, ытти ĕçченсем тимленĕ. Андрей Алексеевич Титов гинеколога, Зоя Павловна Александрова ача-пăча врачне, Виктор Константинович Константинов хирурга, ытти врачсене халĕ те чылайăшĕ ырăпа аса илет, - тет ĕç ветеранĕ. - Ун чухне пирĕн, медицина сестрисен, шалу 62 тенкĕ пулнă. +апах никам та ĕçрен пăрахса кайман. +ак больницăрах операцисем тунă, ача çураттарнă тата ытти те. Харлампьевсем Калининăра пуян çынсем шутланнă. Хуçалăхра лашасем, икĕ-виçĕ ĕне, пыл хурчĕсем тытнă. Ашшĕне Семен Васильевича кулак тесе тĕрмене хупнă. Вăл унтан каялла килеймен (халĕ унăн таса ятне тавăрнă). 94-ри амăшĕ, Руфа Ивановна, çулне кура мар маттурскер, пĕрре чирлемесĕрех вилсе кайнă хыççăн Тамара Семеновнан юратнă ĕçне пăрахма тивнĕ. Халĕ вăл пĕчченех пурăнать. Иртнĕ çулсене, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсене час-часах аса илет, кивĕ сăнỹкерчĕксене пăхма кăмăллать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика