Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çул аван ĕçленĕ

12 апреля 2003 г.

Ватă çынсен, ветерансен, инвалидсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕ кирлĕ пек ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул социаллă программăпа укçа-тенкĕ енчен пулăшу парасси самаях лайăхланчĕ. «Ветерансем çинчен» федераллă саккунпа килĕшỹллĕн район бюджетĕнчен пĕлтĕр виçĕмçулхинчен икĕ хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă, вăл 3945,0 тенкĕпе танлашрĕ. «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен» саккуна пурнăçлас тĕллевпе уйăракан укçа-тенкĕ хисепĕ те ỹсрĕ, 2002 çулта 1 миллион та 898,6 пин тенкĕ пачĕç. Кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне пирĕн пайра вăрçă участникĕсем - 416, çав шутра вăрçă инваличĕсем - 124, хаяр çапăçусенче пулнă ветерансем - 131, тыл ĕçченĕсем - 4318, вилнĕ салтак арăмĕсем - 115, ĕç ветеранĕсем - 6181, таса ята тавăрнисем - 67, политика репрессине пула айăпланнисем - 10, Чернобыль инкекне тỹснисем - 37, пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнисем - 2884, çав шутра 1-мĕш ушкăнрисем - 549, 2-мĕш ушкăнрисем - 1453, 3-мĕш ушкăнрисем - 882 çын, 163 инвалид-ача, тăлăх ачасем - 105, виçĕ ачаран ытларах çемьесем - 793, пĕччен пурăнакан 624 ватă çын учетра тăраççĕ. Вĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн тỹлеме, эмелсем илме, шăл протезĕсем ларттарма çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Иртнĕ çул вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, 1-мĕш тата 2-мĕш ушкăнри, Афган вăрçинче, Чернобыльти инкеке пула инвалида юлнисене, пĕччен пурăнакан ватăсене, ачаранах инвалида тухнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе мунчара çăвăннăшăн, çỹç кастарнăшăн, сухал хыртарнăшăн, телерадиоаппараттурăсене, холодильниксене юсаттарнăшăн çур хакне кăна тỹлемелле тунă. 16 вăрçă участникĕ тата 32 инвалид санаторинче сывлăха çирĕплетрĕç. Нумай ачаллă çемьери 82 ача сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче пулчĕç. Санатори-курортсене каяйман вăрçă участникĕсене путевкăсемшĕн 111,1 пин тенкĕ тỹленĕ. +авăн пекех 32 инвалида бензин валли тата транспорта пăхса тăма 19070 тенкĕ панă. 5 чернобылец республикăри санаторисенче каннă, 7-шĕ усă курман путевкăсемшĕн - 52,5 пин тенкĕ илнĕ. Пĕлтĕр социаллă медицина экспертизи витĕр 909 çын тухнă, вĕсенчен 566-шĕ инвалид пулни палăрнă, çав шутран 51-шĕ - 1-мĕш, 135-шĕ - 2-мĕш, 723-шĕ - 3-мĕш ушкăнри инвалидсем. 10 вăрçă инвалидне тата пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнă 9 çынна «Ока» машинăсемпе, 13 инвалида кресло-коляскăсемпе тивĕçтернĕ. Калининăри участок больницин реабилитаци уйрăмĕнче 50 ачана сипленĕ. Тăватă ачаллă тата виçĕ ачаллă тулли мар çемьесене коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курмалла туса панă. 143 çемьене йĕркеллĕ мар çемьсен шутне кĕртнĕ. Вĕсене тĕрĕслесе-асăрхаса тăрас ĕçе районти вĕрентỹ пайне, шкулсене, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцие явăçтартăмăр. Иртнĕ çул 23 çынна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтармалла тунă. +ĕр кăмрăкĕ, газ баллонĕсем туяннăшăн субсидисем илме 1060 çын документсем тăратнă, вĕсенчен 995 çемьене 2 миллион та 67 пин тенкĕлĕх субсиди тỹленĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе республика тăрăх çỹреме 4000 вăрçăпа ĕç ветеранĕсене тăватшар тỹлевсĕр билет панă. Халăха социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен центр пĕччен пурăнакан 318 ватă çынна пăхса-асăрхаса тăрать. Центр ял администрацийĕсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсен, промышленность, суту-илỹ предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, сахал тупăшлă çемьесене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу пама тăрăшать. Социаллă хỹтлĕх пайĕ кăçал умри тĕллевсене чыслăн пурнăçлама палăртнă. Ветерансене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене пулăшассине мала хурса ĕçлĕпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика