Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Феофановсем

12 апреля 2003 г.

Районти ĕç династийĕсем çинчен çырнă чухне тата тепĕр çемье, Кив Хирпуçĕнчи Феофановсене те манма кирлĕ мар. Тĕрĕссипе калас-тăк, ачисем пурнăçра, ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илни савăнтарать. Кив Хирпуçĕнче çуралса ỹснĕ Александр Феофанович Феофанов шкул пĕтернĕ хыççăн 1951-мĕшĕнче Канаш хулинчи учительсем хатĕрлекен института кĕнĕ. Питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, физикăпа математика учителĕ пулса тăнă. Çамрăк специалиста Хабаровск крайĕнчи пĕр ялти çичĕ класлă шкула ĕçлеме янă. Унта А.Феофанов икĕ çул тимленĕ. 1955 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ институтра заочно майпа пĕлỹ илсе вăтам шкулта физикăпа математикăна вĕрентме ирĕк паракан диплома алла илнĕ, пилĕк çул Кульцаври вăтам шкулта ачасене пĕлỹ панă. Çакăн хыççăн та тăван ялти шкула килме май килмен унăн, тата ултă çул Уравăшри вăтам шкулта завучра, учительте тимлеме лекнĕ. Хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлсе пурнăçлакан учитель пуçа усман, суйласа илнĕ çулран пăрăнман. 1966-мĕшĕнчен пуçласа 1994 çулччен Хирпуç шкулĕнче ачасене пĕлỹ панă, физикăпа математикăна вĕрентнĕ, чылай çул директор тивĕçне пурнăçланă. Александр Феофановича ял-йыш, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем, ачасем хисепленĕ. Нумай вĕренекеншĕн вăл юратнă учитель пулнă. Ачасене пĕлỹ парас ĕçре 42 çул чунне парса тăрăшнă А.Феофанова «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» знакпа, «Хастар ĕçшĕн», «,ç ветеранĕ» медальсемпе, Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланă. Халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Темиçе çул каялла чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Унăн мăшăрĕ, Шупашкар районĕнче çуралнă Ираида Павловна, вăтам шкул пĕтерсен 1955 çулта учительсем хатĕрлекен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтне кĕнĕ. Вырăс чĕлхипе литератури тата чăваш чĕлхипе литератури учительници пулса тăнă. Алла диплом илнĕ хыççăн ăна хамăр районти Çĕрпел шкулне вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме янă. 1961 çулхи август уйăхĕнче вăл Хирпуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта тимлеме пуçланă. Кунтах юратнă çыннипе тĕл пулса пĕрлешнĕ, çемье çавăрнă, виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ. Çак çепĕç, ырă кăмăллă учительница та мăшăрĕ пекех ялйышра хисепре. Ираида Павловнапа Александр Феофанович вĕрентнĕ ачасем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Вĕсем хушшинче паллă çынсем те сахал мар. Хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ачасене пĕлỹ парас ĕçре пысăк тỹпе хывнă И.Феофанована та «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» знакпа, «Хастар ĕçшĕн», «Ĕç ветеранĕ», «Çĕрем çĕрсене ĕçе кĕртнĕшĕн», «Çĕнĕ çĕрсем уçнăшăн» медальсемпе чысланă. Феофановсен аслă ывăлĕ Юрий Александровичпа мăшăрĕ, Уравăшра çуралса ỹснĕ Валентина Ильинична та Хирпуç шкулĕнче 17-шер çул ачасене пĕлỹ параççĕ. Çавăн пекех Ираида Павловнан хĕрĕ Лариса Александровна Харитонова тăван ял ачисене 1995 çултанпа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Ĕç династийĕ пирки тĕппипех çырас пулсан - Александр Феофановичăн йăмăкĕ Лидия Феофановна та учительсем хатĕрлекен И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх институтĕнче пĕлỹ пухнă. Канаш районĕнчи Аччари вăтам шкулта 30 çул ĕнтĕ математика учителĕнче тимлет. И.Феофанован йăмăкĕ - Валентина Павловна, мăнаккăшĕн хĕрĕ Галина Ивановна, Александр Феофановичăн шăллĕн Михаилăн хĕрĕ Елена та хăйсен пурнăçĕсене ачасене вĕрентсе воспитани парассипе çыхăнтарнă. Вĕсем пурте тĕп хулара аслă пĕлỹ илнĕ. Кив Хирпуçĕнчи Феофановсен çемье ĕç стажĕ 160 çул. Тăванĕсемпе пĕрле шутласан вара 225 çула капашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика