Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелĕхе çирĕплетме

26 апреля 2006 г.

Мăн Явăш ял поселенийĕнче вырăнти депутатсемпе актив канашлăвĕ иртрĕ. Унта йĕркене пăсакансене - ĕçкĕпе пăтранса кайнă хĕрарăмсене, сăмакун сутакансене, чăх вăрлакансене т.ыт.те - чĕннĕ. Вĕсемпе ял поселенийĕн пуçлăхĕ, депутатсем, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем В.Краснов тата А.Николаев калаçу ирттерчĕç.

Ял поселенийĕ йĕркеленĕ çак канашлăва, чăн та, тĕрлĕ айăпа кĕнисем пурте килмен. Л.Иванов çавăн пеккисене малашне саккунпа килĕшÿллĕн çирĕпрех явап тыттарма кирлине палăртрĕ. Профилактикăлла çак ĕçе уйăхсерен ирттерме çураçрĕç.

Ман шутпа, ырă мар хăтланакансем хушшинче профилактика ĕçне туса пынин усси пурах. Мĕншĕн; Ĕçкĕпе латсăра тухнă хĕрарăмĕ те, чăх вăрри те, сăмакун сутаканĕ те милицин участокри уполномоченнăйне темĕн тĕрлĕ суйса ĕнентерме те пултараççĕ-тĕк, вырăнти депутатсене – харпăр хăй ял çыннисене – улталаймĕç. Намăс-симĕс куçа кĕрет.

Канашлура милицин участокри уполномоченнăйне А.Николаева та ят тиврĕ. Акă, Г.Илларионов пенсионерпа В.Иванов ĕç ветеранĕ ял тăрăх çапкаланса çÿрекен ÿсĕр-какăр хĕрарăмсене хÿтĕленĕшĕн, ветерансен ыйтăвĕсене вăхăтра тата тĕплĕн пăхса тухманшăн уполномоченнăйпа кăмăлсăр пулчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика