Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни куна киле таврăнас ĕмĕтпе пуçланă

17 апреля 2006 г.

Апрелĕн 11-мĕшĕнче Раççейре çулсеренех фашист лагерĕсенче тыткăнра пулнисене ирĕке кăларнă пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Анчах ирсĕр вăрçăри совет халăхăн çăлăнăçĕ Кăна мар, ним айăпсăр пин-пин çыннăн вăхăтсăр вилĕмĕ те йăм хура сас паллисемпе çырăнса юлнă. Çавăнпа та çак кун çĕршывăмăрта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ: влаç представителĕсем тыткăна лекнĕ çынсем патĕнче пулса хисеп тăваççĕ, нимĕç мăшкăлне пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнисене аса илеççĕ.

Вăрнар районĕнче те пур Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсен «Йĕплĕ» аллине лекнисем. Акă, Вăрнарта пурăнакан Александра Никитьевна Баранова, Тверь облаçĕнчи Горбуны ялĕнче çуралса ÿснĕскер, çамрăклах нимĕçсен концлагерьне лекнĕ. Çамрăклах чунсăрлăхпа, ирсĕрлĕхпе куçа-куçăн тăнă, хăйне тантăш юлташĕсене, ачасене, пĕр ял çыннисене персе пăрахнине курнă. Йывăç çинчи пĕр панулмине татса илнĕшĕн вăл хăй те кăшт кăна нимĕç пульли айне лекмен.

1943 çулта вĕсене аппăшĕпе иккĕшĕн вăйпах германирен Глогад хулине ĕçлнеме илсе кайнă, тепĕр аппăшне Белоруссине янă. Кашни çутă куна Александра Никитьевна тăван киле таврăнас, амăшне курас ĕмĕтпе пуçланă. 1945 çулта киле таврăннă, анчах амăшĕ кĕтсе илеймен ăна, йывăр хуйха чăтаймасăр вăл 1944 çулта çĕре кĕнĕ.

Фашист лагерĕсенче тыткăнра пулнисене ирĕке кăларнă пĕтĕм тĕнчери кун социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Любовь Иванова ветеран патĕнче пулнă, асăнмалăх парнепе хавхалантарнă, çавăн пекех социаллă реформа ыйтăвĕсемпе паллаштарнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика