Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор кунĕ иртнĕ

12 апреля 2006 г.

Апрелĕн 6-мĕшĕнче республикăри юн илекен станци бригади Вăрнар районĕнче донор кунне ирттернĕ. Унта 80 çын хутшăннă. Çав йышра районти тĕп больницăра ĕçлекенсем çирĕммĕн пулнă.

Донор кунне хутшăнни – пархатарлă ĕç. Çапла майпа пиншер çынна вилĕмрен çăлса хăварма пулать. Ырă кăмăллă, пуян чун-чĕреллисем хăйсен гражданла тивĕçне кашни çулах пурнăçлаççĕ. Вĕсен хушшинче мăшăрсем те пур. Акă, Владимирпа Галина Приезжевсем кăçал та юн панă. Владимир Приезжев вара кашни çулах донор кунне хутшăннăшăн «Раççей хисеплĕ донорĕ» ята та тивĕçнĕ. Вăл «Август» фирмăра вăй хурать.

Çавăн пекех тепĕр мăшăр – «Тепловодоканал «Вурнарский» муниципаллă унитари предприятийĕнче ĕçлекен Тимофеевсем юн панă.

Сывлăх сыхлавĕн «Вăрнар район тĕп больници» муниципаллă учрежденийĕн администрацийĕ донор кунне хутшăннă пур çынна та чĕререн тав тăвать.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика