Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыкинсем

09 апреля 2003 г.

ТыкинсемÇынна Çемйине кура хаклаÇÇĕ. Вăрманкас тарăхĕнче Тыкинсене пĕлмен Çын Çук пуле. Всем пирки пурте ырапа ÇеÇ калаÇÇĕ. Семье пуÇĕ Валерий Васильевич Тыкин 1945 Çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Вăрманкасра Çуралнă. Вĕсен Çемйинче виÇе ывăл Çитĕннĕ. Нурăсри вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыÇÇан, килти условисене пула, малалла вĕренеймен. 1961 Çултан «Самолет» колхозра уй-хир бригадирĕнче, икĕ Çул пилорама Çинче вай хунă. ĔÇре вăр-вар, хушнине ялан Çыпă-Çулта тăваканскерне 1972 Çулта Вăрнара кочегар-оператора вĕренме янă. Çапла, 1973 Çултан пуÇласа паянхи кунчченех В. Тыкин сысна ферминче кочегар-операторта ĕÇлет. Вăтăр Çул. Калама кăна Çăмăл. Кашни кун ирхине 4 сехетре ĕÇе пуÇăнмалла. –Мĕнле чăтăмлăх Çитеретĕр;»- кăсăкланатăп. - ПурнăÇра хура-шурра Çамрăклах астивнĕ май, хамăн вăй-хала шанма, йывăрлăхсемпе кăлтăксене Çентерме хăнăхнă эпĕ, -терĕ вăл. - Камăн-камăн та, анчах выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕÇлекенĕн йĕркене уйрăмах Çирĕп пăхăнмалла, - малалла калаÇать Валерий Тыкин. - Кун йĕркине кăшт та пулин уямарăн кăна -продукци илесси чакать. Çавăнпа эпĕ фермĕна яланах вăхăтра Çитме тăрăшатăп. Ферма пуÇлахĕ А.Н. Афанасьева та В.В. Тыкинăн тимлĕхне-тирпейлĕхне, вăл еÇе яланах тĕплĕн пурнăÇлама тăрăшнине палăртать. 1972 Çулхи февральте Валерий Тыкин хăй пекех Çурма тăлăх, пĕрле ĕÇлекен чипер хĕрпе, Лизапа, пĕрлешсе Çемье Çаварнă. Елизавета мăшăрĕнчен кăшт аслăрах. Вăл Мăнъял Хапăсран. ВарÇă вăхăчĕпе ун хыÇÇăнхи йывăр ачалăх. Мĕн пĕчĕкрен Лиза пурнаÇ й.ÇÇине, Çăкăр хакне курса-туйса ỹснĕ. Ашшĕ Макар Захарович Захаров, Асла Отечественной варÇа тухса каина вахатра Лиза виÇÇĕре пулна, Аппашĕ, Нина, вунпĕрте, Толя пиччĕшĕ -улттăра, Миша – тăватă уйăхра. Эх, варÇа! Мĕнле кăна нуша кăтартман-ши вăл! Амашĕ, ,льяна Алексеевна, тăватă ачипе тăрса юлать. ĂÇта кайса кĕмелле; Ку кăна мар, тỹсме Çук хуйхă йăтăнса анать -упашки вăрÇăра вилнĕ пирки хут килет. Чăваш хĕрарăмĕ тỹсĕмлĕ, теÇÇĕ. Çаплах пулĕ. Темпе пулсан та Ульяна Алексеевна нушана, хуйха парăнман. Ачисене тăрантарас тесе, вĕсене киле пăрахса хăварсах куллен колхоз ĕÇне Çỹренĕ. Ачисемшĕн чунĕ Çунсан та килте ларма май килмен. Вăл пĕрмаях арÇын тĕрмешмелли ĕÇре вай хуна. Алăран тилхепе ямасăр тенĕ пек Çĕрне-кунне пăхмасăр лашапа Çỹренĕ% суха тунă, тырă акнă, вырнă, кĕлте турттарнă, патшалăха тырă леÇнĕ. Çĕрулми кăаларнă, вăрман каснă, турттарнਥ Çав вăхăтрах «Гигант» колхозра махорка Çитĕнтерессипе пилĕке хуÇнă. Колхоз ĕÇĕнчен ывăнса таврансан кил-Çуртне тирпейленĕ, ачи-пăчине пăхнă, вутă хутса ăшăтнă. Ывăннине пăхмасăр сỹс, Çăм арланă, пир тĕртнĕ, шуратнă, кĕпе-тумтир Çĕленĕ, алсиш-чăлха Çыхнă. Çаксене хайĕн ачи-пăчи валли ÇеÇ мар, фронт валли те хатĕрленĕ. Анчах тем пек йывăр пулсан та шанăÇ хĕлхемне Çухатман. Мĕнле хăват, тỹсĕмлĕх тупса ачисене Çитĕнтерсе Çын тунă-ши Ульяна Алексеевна; «Колхозра ĕÇлемелле, мĕн чухлĕ те пулин тырă илĕпĕр. Колхоз выÇа хăвармĕ», - вĕрентнĕ вăл ачисене. Çавăнпах ĕнтĕ Лиза тăватă класс хыÇÇăн малалла вĕренеймен. - 1950 Çулхи кĕркунне пулчĕ-ха ку, - аса илет Елизавета Тыкина. - Пирĕн пата «Гигант» колхозăн ферма завеÇующийĕ Георгий Кузьмич Чернышев пычĕ, «Сирен Лиза фермаăна пăру пăхма пымасть-ши, - терĕ хайхискер, - ачарах пулсан та шанма юрать ăна». Çапла. вуниккĕри Лиза колхоз пăрăвĕсене пăхма пуÇланă. Çулĕпе фермăра чи Çамрăкки пулсан та шанăÇа тỹрре кăларна. ĔÇре вăр-вар, хушнине ялан ÇыпăÇулла, хăвăрт пурнăÇлакан хĕрачаран чылайăшĕ тĕлĕннĕ. Унан ушкăнĕнчи пăрусем хăвăрт ỹт хушнă, сывă та тĕреклĕ Çитĕннĕ. ĔÇченлĕхĕпе тата пултарулăхĕпе палăрнă хĕрачана 1954 Çулта сысна фермине амасем пăхма куÇарнă. ĔÇчен алăра ĕÇ вĕрету теÇÇĕ. Сак йывăр лава Лиза 39 Çул хушши пĕр улшăнмасăр тивĕÇлĕ канăва тухичченех, туртса пырать. Халĕ калама кăна Çăмăл% хăйĕн пурнăÇĕн 43 Çулне, пĕтĕм ачапăхне, Çамраклăхне вăл ял хуÇалăхĕн чи йывăр участокĕнче – выльăах-чĕрлĕх пăхас ĕÇре - ирттернĕ. Малтанах «Гигант» колхозра, каярахпа, колхоз пĕрлешсе пысăклансан, «Самолет» колхозра тар тăкнă. «Тепĕр чухне тĕлĕкре те сысна амисене пăхнине куратăп», - тет Елизавета Макаровна. ĔÇне кура - хисепĕ. Унан тăрăшулăхне пурте асăрхаÇÇĕ. 1970 Çулта ăна В.И. Ленин Çуралнăранпа 100 Çул Çитнĕ ятпа кăларна юбилей медалĕпе, 1971 Çулта ĔÇлĕх Хĕрлĕ Ялав орÇенĕпе, 1973 Çулта Ленин ордÇенĕпе наградалана. Сав Çул Елизавета Макаровна тĕп амасенчен 30-шар Çура, тĕрĕслекеннисенчен 9-шер Çура илнĕ. Ситĕн, кирек кама та чĕререн хавхалантарать тата тăрăшарах ĕÇлеме шанчăк парать. Халăх хисепĕ чун-чĕрене Çĕклет. Çавăн пекех ăна РСФСР, Чаваш АССР тата КПСС райкомĕпе райсовет ĕÇтавкомĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Елизавета Макаровна «Районти сысна пăхакансенчен чи лайăххи» ята Çичĕ хутчен тивĕÇ пулнă. Тăватă хутчен ăна «Социализма ăмăрту ÇĕнтерỹÇи» паллăпа наградăлана. Туристла путевкăпа вал Болгарие, ЛенинградÇа, Брестпа Мускав хулисене Çитсе курнă. Ыра ят, юлташсему ял халăхĕ хисеплени чăннипех хакла. Çакă мар-и ĕнтĕ телей; Шутлатăн та тĕлĕнетĕн, ăÇтан тупнă-ха Лиза Тыкина Çавăн чухлĕ вай-хал; ĔÇĕ килти хуÇалăхра та май таран, Çав вăхăрах фермăра ĕлкĕрсе пынă кăна мар, ялан малти вырăнсене йышăннă. Амасем Çаварланă вăхăтра фермăра Çĕр Çĕрленĕ. Кил-Çуртри ĕÇ-пуÇа амашĕпе №ăна Мăнъял ХапăÇран хăй патне илсе килнĕ№ Юра ывăлĕ тирпейлесе тăнă. Хале те, 1993 Çулта тивĕÇлĕ канăва тухнăранпах, Е.М. Тыкина тăван колхоза пулăшать, хамла, выльăх кашманĕ Çитĕнтернĕ, ута-улам пухнă Çĕрте Çулленех вăй хурать. Мăшăрĕпе пĕр ывăл пăхса ÇитĕнтерчĕÇ. Ашшĕпе амашĕ ялан ĕÇре пулнă пирки Юрăна кукамашĕ, Ульяна Алексеевна, ытларăх пахнă. Кукамăшĕ хăй пурăнна чухне вĕрентсе калана сăмахсене, унан халалĕсене Юра яланах асра тытать. - «ПурнăÇра ялан яка та Çăмăл Çул пулмасть, тĕрĕс, тирпейлĕ пурăнма тăрăшмалла. Тарлавсăр, тĕллевсĕр-шухăшсăр, ỹрĕк-сурĕк, вăхăт ирттĕр тесе пурăнсан, йăнăшусене тỹрлетме ĕмĕр те Çитеймĕ - Çын ĕмĕрĕ пĕрре кана. Çемьери килĕшỹ - ĕÇри ăнăÇу. Çыншан телей тĕшши вăл - Çемьери татулăх, пĕр-пĕрне юратса пурăнни, шăкăл-шăкăл калаÇса ĕÇлени, тăвансемпе перле пуÇтарăнса савăнни», - Çапла калама юрататчĕ кукамай, - тет Юрий. Унăн ашшĕпе амăшĕ те Çак халалсемпех пурнăÇ тĕввине тĕвĕлесе пурăнаÇÇĕ. Юра 1993 Çулта салтакран таврăнна. Çавăантанпа «Самолет» колхозра механизаторта ĕÇлет, Çуркуннепе кĕркунне тырă акать, хĕлле утă-улăм, вăрман турттарать т. ыт. те. Тепĕр тесен, Юра Тыкин пĕлмен ĕÇ пур-ши. Вăл – водитель, механизатор, хурт-хăмăр ăасти, платник-столяр, каменщик-маляр, Çав вăхăтрах кăмăллă, сăпайлă, тараватла, ĕÇчен, ăслă-тăнлă, тăрăшуллă, тирпейлĕ, пысăк туйăмла каччă та. Яланах тĕрĕслĕхшĕн Çунать, ÇутÇанталăка, тăван тавралăха чĕререн юратать, кил-Çурт тавралла Çулсерен йывăÇ-тĕм чылай лартать. Вăл Çынна ялан ырă сунать. Çавăнпа та перле ĕÇлекен юлташĕсем, механизаторсем, ял-йыш ăна чунтан хисеплеÇÇĕ. 1975 Çулта Тыкин кирпĕчрен хăтлă Çурт Çĕклесе лартнă, мунчи-лаÇÇине Çĕнĕрен тунă. Хале киле ÇутÇантăлак газе кĕртме, выльăхсене усрама хуралтăсене Çĕнетме хатĕрленеÇÇĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраÇÇĕ, хурт-хăмăр тытаÇÇĕ. Çак ĕÇчен Çемьене ял-йыш хисеплет. Ахальтен мар пуль Çур ял вĕсене кум тунă. Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр сире, Валерий Васильевичпа Елизавета Макаровна тата Юрий Валериевич!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика