Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулăшла мар ыйтусем çĕкленĕ

05 апреля 2006 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕ – шÿт-кулă кунĕ. Çак кун кашниех юлташĕсене, пĕлĕшĕсене «шăн пăр» çине лартса яма пикенет, юлташласа тăрăхлать. Ăна халалласа районти культура çурчĕсем те çулсеренех интереслĕ мероприятисем йĕркелет.

Иртнĕ шăмат кун, акă, Упнерти клубра çакнашкал кану каçĕ иртнĕ. Анчах та вăл шÿтсемпе кăна мар, паянхи куншăн çивĕч ыйтусемпе те пуян пулнă. Культура ĕçченĕсем пачах кулăшла мар ыйтусем çĕкленĕ.

Ирина Ивановна Васильева библиотекарь пухăннисене алкоголизм, наркомани чирĕсен сиенĕ пирки ăнланмалла тата тĕплĕн каласа кăтартнă. Ку енĕпе çырнă литературăпа усă курни унăн сăмахĕсен витĕмне пушшех ÿстернĕ.

Кунсăр пуçне библиотекарь кайăк-кĕшĕк грипĕ çинче те чарăнса тăнă, асăрхаттару мероприятийĕсем пирки каланă.

Чи савăнăçли вара «çивĕч» пуху хыçăн пуçланнă. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ «Кулса вилмелле» программа кашнинех тыткăнланă. Ăна йĕркелекенĕсе м – Оксана Ильинична Никонорова клуб заведующийĕ тата драма кружокне çÿрекенсем.

Уяв каçĕ тĕрлĕ конкурссемпе пуян пулнă. Ыйтусене хуравлас енĕпе чи хастар пулнисене – Вячеслав Тарасовпа Марина Сергеевана – пысăк парнесемпе чысланă.

Çамрăк артистсем – Иннăпа Алиса Степановасем, Ирина Тверская, Таня Васильева тат ыт.те - шÿтлĕ сценкăсемпе, ташăсемпе савăнтарнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика