Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ флюорографи оборудованийĕ вырнаçтарĕç

29 марта 2006 г.

Туберкулез - инфекци чирĕ. Вăл çынна туберкулез палочкисем (микобактерисем) ерсен пуçланать. Чăваш Республикинчи Канаш хулинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр республикăра туберкулезăн активлă формипе чирлекенсем 2326-ăн шутланнă. Шел пулин те, Вăрнар районĕнче те çак чирпе асапланакансем сахал мар. Иртнĕ çул кунта шала кайнă туберкулезпа диспансер учетĕнче 36 çын тăнă. Вăхăтра больницăна кайсан туберкулезран сывалма пулать. Çавăнпа та çак ерекен чирпе чирлесрен кашни çулах флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.

Вăрнарти тĕп больницăра туберкулеза чи малтанхи тапхăртах тупса палăртассипе тата вăл ересрен профилактика ĕçĕсем ирттерессипе ятарлă мероприятисен комплексне хатĕрленĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе çывăх вăхăтра районти поликлиникăра çĕнĕ флюорографи оборудованийĕ вырнаçтарма палăртнă. Çавна май кунта ятарлă кабинет хатĕрлессипе ĕçсем пыраççĕ.

Çĕнĕ флюрографи оборудованийĕ çыннăн сывлăхĕ мĕнле пулнине тĕрĕс кăтартса парĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика