Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хапăс шкулĕ уява чĕнет

22 марта 2006 г.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕ сивĕ пулнă пирки Хапăсри вăтам шкул коллективĕ тăван шкулăн 160 çулхи юбилейне, çанталăк ăшăтсан, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче уявлама йышăнчĕ. Йĕркелÿ комиссийĕ, шкулти профсоюз комитечĕн председателĕ О.В.Жебелевская пуçарса пынипе паянхи кун тĕлне ума лартнă задачăсене йăлтах пурнăçларĕ.

Пĕр çур ĕмĕр каярах шкулта таврари ялсенчен 600 ытла ача ăсĕсене туптанă пулсан, халĕ кута 171 ача вĕренет. Учительсен йышĕ те пысăках мар – 19 кăна. Шкула вун тăваттăмĕш çул С.Н.Михайлова ертсе пырать. Вăл вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Иртнĕ çул вĕрентÿри çитĕнÿсемшĕн ăна «Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç.

Коллективра ăста та пысăк тавракурăмлă педагогсем вăй хураççĕ. И.П.Романовăпа И.Г.Егорова - аслă категориллĕ вĕрентекенсем, улттăшĕ – пĕрремĕш, ыттисем иккĕмĕш категориллĕ.

Туслă йышра яланах çĕнĕ мелсемпе ĕçлеме тăрăшаççĕ. Ăна пурнăçа кĕртме ятарласа компьютер класĕ уçни пысăк пулăшу парать. Шкулти кашни вĕренекенех çĕнĕ техникăпа ĕçлеме хăнăхать. Çакна пула тăрăшуллă вĕренекенсем çулсерен районпа республикăра ирттерекен смотрсемпе конкурссене кăна мар, Раççей шайĕнчисене те хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр 10-мĕш класра вĕренекен Надежда Малицкая Мускава кайма та тивĕç пулчĕ.

Шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсен йышĕ те 20-30 çынран иртет. Юбилей кунне тăван шкула çĕршывăн вуншар кĕтесĕнчен паллă та хаклă хăнасем килессе кĕтеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика