Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Италирен – бронза медальпе

22 марта 2006 г.

Италири Палерма хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ пĕтĕм тĕнчери турниртан Вăрнар хĕрачи – Алена Федорова - çĕнтерÿпе таврăннă: 55 килограмчченхи виçе категорийĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ăмăртăва вăл Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕрсе хутшăннă. Алена Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренет, В.Ананьев тренер патĕнче ăсталăха туптать. Ăна спортăн анлă çулĕ çине тухма пулăшаканĕ, пĕрремĕш тренерĕ вара – Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн преподавателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Петрович Трофимов.

Иртнĕ тунти кун çак тĕспех Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Красноармейски салинче арçын ачасем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Зонăри турнира Красноармейски, Çĕмĕрле, Муркаш, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи çамрăк спортсменсем хутшăннă.

Район чысне С.Львов, Д.Павлов, А.Капустин, Р.Кадыков, А.Владимиров, А.Васильев, П.Николаев, С.Васильев, А.Христофоров уйрăмах ăнăçлă хÿтĕленĕ. Пĕтĕмĕшле зачетра вăрнарсен команди иккĕмĕш вырăна тухнă, финала хутшăнма тивĕçнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика