Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш журналистикине – 100 çул

15 марта 2006 г.

Иртнĕ эрне кун чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ – «Хыпар» тухма пуçланăранпа 100 çул çитнине халалласа Шупашкарта савăнăçлă уяв пулчĕ. Чăваш журналистикин пĕр ĕмĕрхи юбилей каçне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Патшалăх Канашĕн председателĕ М.Михайловский, президент Администрацийĕн руководителĕ Э.Аблякимов, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов, наукăн тата обществăлла ĕçсен паллă деятелĕсем, ют регионсенчи чăвашсем, журналистсем, вулакансем хутшăнчĕç.

Н.Федоров хăйĕн сăмахĕнче «Хыпар» хаçатăн чăваш халăхне çутта кăларас, аталантарас ĕçри пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ, ун «лаççинче» чылай паллă журналистпа литератор пултарулăхне туптанине палăртрĕ. «Хыпар» паян çĕршывăн наци прессинче малтисен йышĕнче пырать. Ун никĕсĕ çинче туса хунă издательство çурчĕ йĕркеллĕ аталанса пырать, пысăк тиражпа ултă хаçат, сатирăпа юмор тата «Лик» литературăпа публицистика журналĕсене кăларса тăрать. Çакă интернационализмпа толерантлохăн чăн-чăн тĕслĕхĕ»,- Президентăн чăн чăвашла калаçăвĕ пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ.

Сăваплă миссие те пурнăçларĕ вăл. Чăваш халăхĕн çитĕнĕвĕсене çутатас, чĕлхепе тата культурăна аталантарас, халăха ăс-хакăлпа этеплĕх воспитанийĕ парас ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн тата хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа «Хыпара» Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕ.

«Хыпар» издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ А.Леонтьев хаçат историйĕпе тата малашнехи задачăсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех уявпа пухăннисене Г.Волков академик, Тутарстанра тухса тăракан чăвашсен «Сувар» хаçачĕн редакторĕ К.Малышев саламларĕç. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, эстрада юрăçисем илемлĕ ташă-юрăсем парнелерĕç.

«Хыпар» тĕрлĕ çулта тĕрлĕ ятпа тухса тăнă пулин те хаçат страницисенче Чăваш çĕршывĕн, халăхĕн историри кун-çулĕ туллин те тĕплĕн çырăнса юлнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика