Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ылтăн» çĕнсе илнĕ

10 марта 2006 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсене илес пулсан, пĕлтĕр тĕрлĕ хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ тĕрлĕрен пулнă. Çĕнĕ технологисемпе усă курнисен, агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçленисен, паллах, çĕрулми ăнса çитĕннĕ. Чи маттуррисен вăтам тухăç 300 центнертан та иртнĕ. Çав вăхăтрах теприсен, çĕрулми туса илесси çине çăмăлттайла пăхнисен, кăтартăвĕсем начар. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр районта «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ виçĕмçулхинчен пысăкрах пулнине палăртмалла.

Акă, нумаях пулмасть, çĕрулми çитĕнтерекенсемшĕн савăнмалли хыпар çитрĕ. Мускавра, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕн 67-мĕш павильонĕнче «Çĕр улми, пахча çимĕç тата улма-çырла – 2006» выставка иртнĕ. Унта пирĕн республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем те чылай хутшăннă. Çав шутра – хамăр районти хуçалăхсем те. Тĕрлĕ номинацисенче асăннă куравра «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕ тата «Агрохмель» тулли мар яваплă общество «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех, ытти районсене илес пулсан, куравра Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине – мухтав» агрофирма, Красноармейски районĕнчи «Таябинка», Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхсем, Элĕк районĕнчи Валерий Иванов, Владимир Журавлев, Геннадий Исаев фермерсем те пĕтĕм Раççей шайĕнче палăрнă, «ылтăна» тивĕçнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика