10 марта 2006 г.
Çурхи кунсем çывхарнă май çут тĕнчене çуллă икерчĕ шăршиллĕ, чăнкăр-чăнкăр шăнкăравлă, çепĕç те янăравлă юрăсен сассиллĕ Çăварнине ăсатма Уйкас Кипек ял поселенине кĕрекен ултă ял халăхĕ Кивçурт Енĕш ялне пуçтарăнчĕ. Мĕн авалтан Çăварни чăвашшăн сăваплă уявĕсенчен пĕри пулнă, кăçалхи Çăварнине ăсатасси вара хĕрарăмсен уявĕпе пĕр вăхăтра килсе çитрĕ.
Паянхи пурнăçра йывăрлăхсем темĕн чухлех, калаçсан та, ÿпкелешсен те пурнăçĕ хăй йĕркипех пырать. Çавăнпа та алă усса лармалла мар, шырамалла, тупмалла.
Пуçа усман кăçалхи суйлавра иккĕмĕш хут çĕнĕрен суйланнă Уйкас Кипек ял поселени пуçлăхĕ Людмила Валерьяновна Илларионова. «Йышпа туман ĕç çук», тенĕ вăл, культура ĕçченĕсене пĕр çĕре пухнă. «Кĕçех çăварни тухса каять, хĕрарăмсен уявĕ çитет, хĕле ăсатмалла. Пире спонсор пулса «Светлана» магазин пулăшма пулчĕ»,- пĕлтерет вăл.
Мартăн 5-мĕшĕ. Уйкас Кипек ял поселени пуçлăхĕ Л.В. Илларионова Кивçурт Енĕшре пĕрремĕш хут çăварнине ăсатасси пирки пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ.
Халăхĕ, халăхĕ вара... Тепĕр акатуйĕнче ун чухлĕн пуçтарăнмасть пулĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ лентăсемпе илемлетнĕ, шăнкăрав çакнă лавсем куçа илĕртеççĕ. Кашни çуна çинченех купăс сасси илтĕнет, юрă янăрать, çамрăксен, ваттисен чунне хускатать. Енĕшри Валерий Константинов вара виçĕ çулхи вăкăра кÿлсе килнĕ, унăн урисене, хÿрине те мăйракине те тĕрлĕ тĕслĕ лентăсемпе илемлетнĕ. Комисси членĕсем пĕр шухăшлă пулса пĕр сăмахсăрах пĕрремĕш вырăна тухнине палăртрĕç, ял поселени пуçлăхĕ укçан преми парса хавхалантарчĕ, Вăрнарта пулакан уява хутшăнма сĕнчĕ. Лав илемлетессипе иккĕмĕшсем - çĕнĕ сăрьелсем, виççĕмĕшсем – уйкас-кипексем.
Унтан спорт вăййисем пуçланчĕç. Вĕсене ертсе пыраканĕ – Кивçурт-Енĕш клуб заведующийĕ Олег Алексеев. Малтанах ятарлă вырăна ункăсем персе ăмăртрĕç. Пĕрремĕш вырăнта – кивçурт-енĕшсем, иккĕмĕшĕнче – услантăр-енĕшсем пулчĕç. Çунашка туртса ăмăртакансенчен чи хăвăртраххисем енĕшсем пулчĕç.
Кире пуканĕ йăтакансем пурне те тыткăнларĕç. Малтанах Вăрман Кипекри Анатолий Журавлев тухрĕ, икĕ алăпа та 40-шер çĕклеме пултарчĕ. Кивçурт Енĕшри Владимир Григорьев вара икĕ аллипе те кире пуканне 50-шар хутчен çĕклерĕ, çапла пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Канат туртассипе кивçурт-енĕшсене каллех çĕнтерекен пулмарĕ, командăра - Геннадий Кузьмин, Александр Григорьев, Виталий Афанасьев, Владимир Александров, Руслан Григорьев. Опилка тултарнă мишуксемпе çапăçакансем хушшинче Вăрман Кипекри Владимир Абрамова çĕнтерчĕ.
Çепĕççĕн янăрать юрă-кĕвĕ, халăха Кивçурт Енĕш клубне йыхăрать. Акă клуб сценин чаршавĕ те уçăлать. Илемлетнĕ сцена çинче ултă ялăн артисчĕсем юрă-кĕвĕ шăрантараççĕ, вĕсем сценкăсем е ташăсемпе улшăнаççĕ. Жюри членĕсем каллех йывăрлăхра: тахăшне мала кăларас, кама кÿрентерес мар. Анчах та тĕрĕслĕх тени çĕнтеретех. Костюмсем енĕпе пĕрремĕшсем - уйкас-кипексем, çĕнĕ-сăрьелсем, енĕшсем, кивçурт-енĕшсем. Юрă-ташă енĕпе енĕшсем, çĕнĕ-сăрьелсем, уйкас кипексем тата кивçурт-енĕшсем мала тухаççĕ.
Çапла паллă турĕç Уйкас Кипек ял поселенине кĕрекен ултă ял халăхĕ уява. Вăл йĕркеллĕ те хаваслă ирттĕр тесе клуб заведующисем – Лида Михайлова, Леонид Петров, Владимир Арсентьев, Олег Алексеев, Станислав Данилов – нумай тăрăшрĕç.
Юлашкинчен сăмах илсе Уйкас Кипек ял поселени пуçлăхĕ Людмила Илларионова пурне те уява хутшăннăшăн тав турĕ, çитес çул Çăварние Услантăр Енĕшре иртессине палăртрĕ, хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламларĕ.
Сывă пул, Çăварни, сывă пул, сивĕ хĕл. Килес çулччен!
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"