Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пысăк парне - халăх тăвăллăн алă çупни

02 апреля 2003 г.

Чи пысăк парне - халăх тăвăллăн алă çупниКлуб - халăхăн культура шайне ỹстермелли çăлкуç. Çав вăхăтрах вăл кану вырăнĕ те. Çамрăксемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те. Ял çыннин вăхăтне хаваслă, интереслĕ, усăллă ирттерме пулăшакансем вара - культура ĕçченĕсем. Чăнах та çапла. Акă, Лидия Алексеевна Михайлова Уйкас Кипекри культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кунти ĕçсем ырă енне улшăнчĕç. Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать тенĕн, вăл та вăхăт ыйтнă пек ĕçлеме тытăнчĕ. Культура çурчĕн сăн-сăпачĕ те хитреленчĕ, ăш-чикĕ хăтлăланчĕ. Вăл тăрăшнипех иртнĕ çулла клубра юсав ĕçĕсене ирттерчĕç. Л.Михайлова хăй аякра тăмарĕ, аллине киçтĕк тытса стенасене, урайсене сăрларĕ, ачисене те явăçтарчĕ. Кашни уяв тĕлнех кăсăклă мероприятисем хатĕрлеççĕ Культура çурчĕн диекторĕпе пултарулăхертỹçи А.Кузьмнпа Л.Михайлова. Уйкас-кипексем вĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Уйрăмах ушкăнăн-ушкăнăн ăмăртмалли вăйăсенче хастар вĕсем. “Рыцарьсен турнирĕнче”, “Ай-хай, пикесем” конкурсра аслăрах ỹсĕмри çынсем тата çамрăксем тупăшасси йăлана кĕнĕ. Драма кружокĕ те аван ĕçлет кунта. Пĕлтĕр ялти артистсем “Хаврук инке чирленĕ” камитпе таврари ялсене савăнтарчĕç. Кăçал вара вĕсем кỹршĕ ялсене пысăк, пуян концерт программипе çитрĕç. Икĕ сехете яхăн илемлĕ юрă-кĕвĕпе, ташăсемпе савăнтарчĕç. Артистсемшĕн чи пысăк парне - халăх тăвăллăн алă çупни. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Кашни пултарулăх номерĕ хыççăн куракансем нумайччен алă çупса саламларĕç. Артистсен ушкăнĕнче - ял администраци, кỹршĕ ялсенчи культура ĕçченĕсем, библиотекрьсем, çамрăксем. Халăх умне тухма хавас-ха артистсем, анчах уйкас-кипексене купăс çукки пысăк чăрмав кỹрет. Кашнинчех çын куçĕнчен пăхма тивет вĕсене. Капла пултарулăха путарма та часах... Ялти артистсем алă усса лармаççĕ. Çывăх вăхăтра вĕсем сцена çине çĕнĕ спектакльпе тухма хатĕрленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика