Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Финала тухнă

04 марта 2006 г.

Вăрнар районĕн волейболистсен пĕрлештернĕ команди – Дмитрий Паймулкин, Алексей Шоркин, Олег Петров, Вадим Кириллов, Дмитрий Трофимов, Алексей Лавров, Дмитрий Любаев, Владимир Прокопьев, Сергей Павлов, Костя Сидоров, Владимир Иванов – республикăри ăмăртусен таблицин çÿлти йĕркисенче тивĕçлĕн çирĕпленчĕ. Иртнĕ эрнери черетлĕ турнир та, акă, вĕсене ăнăçу кÿчĕ.

Тĕрĕссипе, Вăрнарти спорт комплексĕнче иртнĕ Чăваш ен чемпионачĕн тата первенствин зонăри ăмăртăвне Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсен, Çĕмĕрле хула спортсменĕсен хутшăнмаллаччĕ. Турнира вара юлашкисем кăна килсе çитнĕ.

Вăрнарсемпе çĕмĕрлесем хушшинчи вăйăсем хĕрÿ тупăшура иртнĕ. Пĕрремĕшсем яланхиллех ята яман, кÿршĕ районсене 3:0 шутпа çĕнтерме пултарнă. Çапла вĕсем, хĕрарăмсен пĕрлештернĕ команди пекех, финал вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ. Вăл апрельте Шупашкарта иртет.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика